Short
Хур чӗпписем-мӗнсем ҫухалсан е пӑрӑва калча ҫинчен уй хуралҫи тытса кӗрес пулсан, амӑшӗ ӑна: «Ак, Славика лагере эс яртартӑн, эс айӑплӑ», — тесе тустарма та пултарать.
Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Ҫав хушӑрах Анюк хӑй ҫине тилмӗрнӗ пек тӗмсӗлсе тинкернине те асӑрхарӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйне тем каласшӑн пулнине тавҫӑрчӗ, ҫынсенчен уйрӑлса, ун еннелле утса кайрӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сафа-Гирей эс ытлашши калаҫатӑн тесе арӑмне кӑшкӑрса тӑкма хатӗрччӗ, тепӗр чухне пулсан кӑшкӑрса тӑкатчӗ те пулӗ вӑл, анчах паян Сююнбикене кӳрентерме пултараймарӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чи малтан яштака пӳллӗ каччӑ: — Мана икӗ хут Иван тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗчӗкрен ҫак вӑрмана «саплама» юратакан, ялти клуб «пуҫлӑхӗ», — терӗ, астармӑш хӗрарӑм пек хуҫкаланса.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ун чухне вӑл хӑйӗн шкапӗнчен тепӗр хут гербарисем илет, доска айне ҫапса тунӑ тӑрӑхла ещӗкрен тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ӳкернӗ таблицӑсем кӑларса ҫакать, калать, кӑтартать.
Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Кӑнтӑрла иртсен ун патне юлташла суд председателӗ пырса кайнӑ, яланхи йӑлапа унтан канаш ыйтнӑ: кӳршисене айӑпсӑрах кӳрентерсе пурӑнакан Хура Тимӗре мӗн тумалла-ши?
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Ҫапма ӗлкӗрчӗ-и ӑна Северьян, ӗлкӗреймерӗ-и, Ахтупай асӑрхаса та юлаймарӗ, упана кӑкӑрӗнчен сӑнӑпа яшлаттарса каялла хӑй палӑртса хунӑ йывӑҫ патнелле чакма тытӑнчӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
…«Ачана тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫе юратакан, ҫынна хисеплекен пулма вӗрентнипе пӗрлех ӑна тимлӗ, тирпейлӗ пулма вӗрентмелле», - тенӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог.
Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Тӗрлӗ тытӑмри (вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗ, культура, ял хуҫалӑхӗ…) профсоюз членӗсене, спорт хастарӗсене пӗрлештерекен велочупӑва пурӗ 22 регионтан 200 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шывра тимлӗ пулар, пушартан асӑрханар… // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %b0%d1%80/
1967 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл Атӑл варринчи «Гидротехник» ҫине пырса ҫитет, инкеке лекнӗ земснаряд начальникӗ, ҫав хушӑрах хуралҫӑ, повар пулса пилӗк уйӑх пурӑнать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Пирӗн, ҫамрӑксен, ҫавна манмалла мар, — илтетӗп эпӗ каллех илемле, тӗрӗс, анчах ытла та час-часах усӑ курнипе ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑ, якалса, асра тытӑнми пулнӑ сӑмахсене.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑрҫӑ чарӑнсан та ашшӗ ҫав вутлӑ-юнлӑ хиртен таврӑнманччӗ-ха — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япун самурайӗсене «мӑйран пӑвса», «чӗрне айне лапчӑртса» вӗҫнех тухайман пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ирӗкре пурӑнас, пуҫу хулпуҫҫи ҫинче чипер сывӑ ҫӳретӗр тесен, пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗлне, хаклӑ япалусене пух та кӗҫӗрех Урала, Ҫӗпӗре е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре тухса вӗҫтер.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗтӗр-шакӑр, культура ӗҫченӗсем, иртен-ҫӳрен, уява килнисем пурте Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василиса Архиповӑпа ирхи зарядкӑна тӑчӗҫ.
Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html
- Чи малтанах журналистсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки каланӑ саккуна ҫирӗп уямалла, - палӑртрӗ Роскомнадзорӑн территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Евдокимова.
Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle
Тӑван ҫӗршыв хӑйӗн ывӑлӗсен паттӑрлӑхне тивӗҫлипе хаклать: Чкалова, Байдукова тата Белякова — виҫҫӗшне те 1936 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне параҫҫӗ.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Тата ҫакна асӑрхаттарас килет: кӗнекери хӑш-пӗр юрӑсене юрлама, ҫырма пуҫланӑ ҫеҫ, ҫавӑнпа та вӗсен, писательсен сӑмахӗпе каласан, «заготовкӑсем» пек кӑна туйӑнаҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Маларах Калинин районӗн сучӗ ҫак ҫынна саккуна пӑсса наркотик сутма тӑнӑшӑн уголовлӑ майпа айӑпланӑ, 4 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварса ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Кунашкал услам саккунсӑр // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12038-kunash ... -sakkuns-r
Костя юлашки пуленккине пуртӑ тӑршшипе ҫапса ыткӑнтарчӗ те ҫамки ҫине тапса тухнӑ сивӗ тарне тап-таса сӑмса тутӑрӗпе шӑлса илчӗ, вутӑ ҫуракан лутра каска ҫине ларчӗ.
Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Унччен маларах тӑванӗсем кам-кам пулни вӗсене кӑсӑклантармастчӗ пулсан — халь ашшӗ-амӑшӗсенчен вӗсем ӑҫтарах пурӑнни пирки ыйтаҫҫӗ, тӑвансем патне те ҫӳрекелеҫҫӗ.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html