Corpus of the Chuvash language

Short

Вӗтетнӗ типӗ шалча пӑрҫин хутаҫне, хура ҫырла /черника/ ҫулҫине сӗлӗ улӑмне пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла.

Help to translate

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

«Тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ коллективра, кунне 5-6 ҫурт патне ҫитеретпӗр газ пӑрӑхӗсене», - пӗлтерет Алексей Иванович.

Help to translate

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Кӗтерне лашасемшӗн ответ тытмасть, ҫапах та чӑтайман, Сехре мӗнле ӗҫленине курнӑ та правленине чупса пынӑ.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хавас, пит хавас, тӑванӑмӑрсем, старике килсе хапӑл тунӑшӑн, — хӗпӗртесе йышӑнчӗ Яковлев килнӗ хӑнасене.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Такам та вӗрлӗк тытмалла: мӗнле асаппа тиха ӳстертӗмӗр пулать те, вӑл ӑна мӑшкӑлласа илсе тухса каясшӑн.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑна ассӑн сывласа нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва ӑнӑҫсӑр пуҫласа ӑна ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартасран хӑрарӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫынсен куҫне шартас тесе янкӑс тумланман: хӗрлӗ чечеклӗ кӑвак кӗпе, хура пиншак тӑхӑннӑ, кӗрен тутӑр ҫыхнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Чӑнах, интереслӗ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ сирӗн унта, — пӳрнипе сӗтеле шӑк-шак тутарса илчӗ райком секретарӗ.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хаяр саманапа паллаштаракан музей тата ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянланнӑ.

Help to translate

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитсен вӑл сасартӑк пӗтӗм уя ҫеҫ те мар, икӗ ҫухрӑмри яла та илтӗнмелле ҫухӑрса ячӗ:

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

1964 ҫулта кӑларма палӑртнӑ ҫӗнӗ пьесӑсен сборникӗ вулакансене кӑшт та пулин тивӗҫтерӗ тесе шутлатпӑр эпир.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пӗри тепринчен илӗртӳллӗрех, ҫепӗҫрех, чӗвӗлти чӗкеҫ евӗр чӗвӗлтетеҫҫӗ Уйрӑмах тӑххӑрти Кирилӑн ҫӗр ыйту.

Help to translate

"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman

Халӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн кампа та пулин калаҫса чуна йӑпатас, ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсене пӗрле сӳтсе явас килет.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Савраскине те, рессорлӑ тӑрантасне те, граммофонне те, икӗ хутлӑ кӗлетне те Ревер хуҫанах укҫашӑн пиллерӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн тесен, йӑлари пичет кӑларӑмӗсемпе, телевидени-радиопа танлаштарсан, вӗсен хыпарӗсенче официоз ҫук.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Асӑннӑ чире парӑнтарас ӗҫре Элӗк район больницинче тӑрӑшакан кашни ҫын тӳпи пулнине те палӑртассӑм килет.

Help to translate

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Хурмана 170-180, пан улми 90 тенкӗрен пуҫласа, Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫине лартакан мандарина 150 тенкӗпе туянма пулать.

Help to translate

Пасар укҫана юратать // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52021-pasa ... na-yuratat

— Ӑслӑ калаҫакана тӑнлама нихҫан та кичем мар! — сисмен ҫӗртен тенӗ пек, юлташне ырларӗ Герасим Федотович.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнтах, аллисене вӗҫертсе, хӑйӗн йӗс шӑнкрав пек уҫӑ сассипе Тутаркас хӗрӗсен юратнӑ юррине пуҫласа ячӗ:

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрать, Полбутылкин — ҫур кӗленче юлташ, малалла калӑр: ӑҫта тӗл пултӑр шапа ҫӑварпа, ӑна епле култартӑр…

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed