Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрсе (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Чикаго университечӗн юридици факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах та вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула ӑна унтан кӑларса янӑ.

После этого поступил на юридический факультет Чикагского университета, но был отчислен из-за низкой успеваемости.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Пирӗн студентсем вӗренӳре ӑнӑҫлӑ ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ кӑна мар, общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ, спортпа тата пултарулӑх ӗҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Наши студенты не только успешно справляются с учебой, но иучаствуют в общественной жизни, занимаются спортом и творчеством.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Маркел ун хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе пырать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Лекрӗм иккен!» — шухӑшларӗ вӑл, мӗнпур вӑйран виҫҫӗ шӑхӑрма ӗлкӗрсе.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла вӑл, ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ ытла пухма ӗлкӗрсе, улпут именине хӑй аллине ҫавӑрса илес ӗмӗтпе пурӑнать.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирлӗ мара ан калаҫ, Степан Иванович, — хӑйне алла илме ӗлкӗрсе, малтанхи пекех ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ Матӗрне.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗри ҫав-ҫавах ҫунма чарӑнмарӗ, куҫҫулӗ типмерӗ пулсан та, хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрсе кӑмӑллӑн ыйтрӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенӗ айккине сиксе ӳкме ӗлкӗрсе хӑтӑлчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анне утарта та вӑй хуратчӗ, йӑмӑксемпе пӗрле кил ӗҫӗсене те ӗлкӗрсе пыратчӗ.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

…Виталий мӗн пур вӗренӳ ҫулӗсенче пур предметпа чи лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ тата пулас профессине хӑнӑхмалли практикӑлла занятисенче те пултаруллӑ пулнӑ.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пур предметпа та чи лайӑх паллӑпа ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫсене ал-хапӑл тӑватчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӗветӗр ун хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе пырать.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улькапа Укахви аран ӗлкӗрсе турат иртсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан ачисем ҫинчен — алхасмаҫҫӗ-и, чирлемеҫҫӗ-и, шкулта еплерех ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗлкӗрсе кӑна пыр.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ача хыҫҫӑн ӑҫта ӗнтӗ ӗлкӗрсе пырӑн.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Завьялов ун хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе пырать.

Help to translate

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ирина Ипатьевна пулӑшнӑ хыҫҫӑн халӗ ывӑл хӑех ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та репетитора тав туса аса илет.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Шӑпапа тан ӗлкӗрсе пырас тесен сирӗн ку эрнере питӗ тимлӗ, хастар пума тивӗ.

Превратности судьбы заставят на этой неделе проявить максимальную концентрацию и активность, чтобы под них подстроиться.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗренӳре питӗ лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ, обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ.

Help to translate

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed