Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрнӗччӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Ир тӗлне эпир фронт таврашӗнчен самаях инҫене кайса ӳкме ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Врач ҫапла ҫеҫ калама ӗлкӗрнӗччӗ, Венюк чӑнах та куҫне уҫрӗ, пуҫне ҫӗклерӗ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лена ӗнтӗ ҫенӗке чупса кӗме ӗлкӗрнӗччӗ, Хӗветӗр ӑна хӑваласа тытрӗ те, хӑй ҫумне чӑмӑртасшӑнччӗ, анчах хӗр пуҫне пӑрчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вырт! — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Гали, вӗсен умӗнчех пысӑк вут ҫулӑмӗ ҫӗкленчӗ те, Иван ҫавӑнтах тӑнне ҫухатрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла кӑна шухӑшлама ӗлкӗрнӗччӗ вӑл — темрен такӑнса ӳкрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑлсӑр хӑварӑп! — тесе кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ вӑл, ун ҫинелле тата иккӗн сиксе ӳкрӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан кукӑрӑлсарах утакан кӗлетки станци ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе ҫухалма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — тухӑҫран килекен тепӗр пуйӑс пӑс кӑларса чашкӑрса иртрӗ те, малтанхи пуйӑса тавар вакунӗсем хупласа та хучӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук тӗлӗрсе кайма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — вӑранчӗ те.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай пурӑнатпӑр-и, сахал-и — эпӗ пулса иртни ҫинчен манса кайма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ — мана районти халӑх судне кайма хут пырса тыттарчӗҫ.

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Яла кӗме кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, машина умне икӗ арҫын тухса тӑчӗҫ.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Хӑшӗсем ҫынна тылра пуринчен малтан мӗн кирлӗ пулнине те манма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫак шухӑша ҫеҫ пӗлтерме ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑватӑ-пилӗк патрон пуррине сунтӑха хупиччен асӑрхаса ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл вӑхӑтра кил-хуралтӑ та тахҫанах ҫӗрӗшсе, кивелме ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Паҫӑр кунта килнӗ чухне эпӗ партком секретарьне Григориун ҫемьери пурнӑҫӗ пирки те каласа пама ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗн ҫав вӑхӑтра шӑл ыраткаланӑ тата, иккӗшне, лӑканаканнисене, ҫиппе ҫыхса туртса кӑларма та ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сеанс вӗҫленнӗ тӗлелле ҫанталӑк этем ӗретсӗр пӑсӑлма ӗлкӗрнӗччӗ: куҫ курми ҫил-тӑман ҫавӑрттарать, хӑй ҫутисем аран-аран палӑраҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саппун кӗсйине ҫаклатса хунӑ булавкӑна вӗҫертме ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ сисрӗм те — тӳрех аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эпӗ сывлӑх сунма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ — стена ҫумӗнчи кивӗ сехетӗн пӗчӗк алӑкӗ чӑнклатса уҫӑлчӗ те, унта куккук курӑнчӗ, ҫӑварне ҫурӑлас пек карса ултӑ хутчен авӑтрӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ку вӑхӑта ӗнте карчӑк чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑма ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed