Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амурӑн ку ҫыранӗнче пирӗн хулаччӗ, леш енчи ҫыранӗнчен… мар-ха, йӑнӑшатӑп, ку тӗлти Амур шывӗн варри тӗлӗнчен тытӑнса Китай ҫӗрӗ пуҫланса каятчӗ, Благовещенска хирӗҫех леш ҫыран хӗрринче китайсен Сахалин ятлӑ хули курӑнса ларатчӗ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тинӗс ҫинчен нӳрӗ сивӗ ҫил вӗрет; ҫыран ҫумне хум пыра-пыра ҫапӑнса чӑмпӑлтатнине, ҫыран хӗрринчи тӗмсем кӑштӑртатнӑ сасса ҫав ҫил ҫеҫенхирелле иле-иле каять.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫыран хӗрринче, аллисемпе хӑлаҫланкаласа, чупса ҫӳрерӗ, унтан вӑл ҫыран хӗрринче, ӳпне выртакан хура кимӗ патне ыткӑнчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломовӑн ҫухалнӑ телейӗ тарӑн ҫыранӑн леш енче: ҫав ҫыран урлӑ каҫас пулать.и утраченное счастье уже на другом берегу: надо перешагнуть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем е чӑнкӑ ҫырансем хушшинче, е ҫыран хӗрринче, е тарӑн хӑйӑр ҫинче пурӑнаҫҫӗ.Они водятся под берегом, среди скал, а также в песке, поглубже.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫырана тухасси ҫур километр юлсан, эпир шыва лаплатса ӳкрӗмӗр, тӗлӗнмеллех тухрӗ вара — эпир тӗпне путмарӑмӑр, юшкӑн ҫине ҫаклантӑмӑр, ҫыран ҫине пӑхма вӑхӑт та ҫукчӗ-ха.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хура та шурӑ кайр кайӑкӗсем ҫыран чулӗсене миллионшарӑн хупӑрласа илнӗччӗ, вӗсем ҫине пӑхсан пӗтӗм ҫыран икӗ мильӑна ҫити тӑвар сапса тухнӑ пек, — ытла нумайччӗ вӗсем.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗҫ транспорчӗсем ҫӳлӗ ҫыран хӗррипе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, шыв тарӑнӑшне кура ҫыран ҫумнех хӗсӗнеҫҫӗ вӗсем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара ача, пусмасем евӗрлӗ ҫыран картлашкисем тӑрӑх сиксе, хӗвел ӑшӑтма ӗлкӗреймен хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррине тухса тӑнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Типӗ ҫыран уярӗ нӳрлӗ шӑрӑхпа улшӑнчӗ, пассажирсем сулхӑн шыраса, трюма ана-ана ларчӗҫ, эпӗ ҫиелти палуба ҫинче, аякка тӑрса юлакан сарӑ ҫырансене, Каспийӗн канӑҫлӑ симӗс анлӑхне пӑхса пыратӑп.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Аникеево, Ҫыран, Атӑл, Асамлӑ, Хӗвел тухӑҫ (Хӗвел тухӑҫ поселокӗ), Кремечке, Декабристсен – мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 12 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 23 №-лӗ ҫурт таран, Ахах, Изумруд, Калинин – 105 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен (110 №-лӗ ҫуртсӑр пуҫне), Константин Федин, Лучезарнӑй, Лучистӑй, Мир, Халӑх, Нефтебаза, Оригиналлӑ, Отраднӑй, Панорама, Ҫыран ҫум, Тухӑҫ ҫум, Тухӑҫ ҫум 1-мӗш, Тухӑҫ ҫум 2-мӗш, Рельс ҫум, Прогрессивлӑ, Путепровод, Путепровод 1-мӗш, Путепровод 2-мӗш, Шуҫӑм, Кӗмӗл, Пир-авӑрҫӑсен, Тютчев, Энергетиксен, Якимово, Якимово ҫырми, Якимово ҫырми 1-мӗш, Якимово ҫырми 2-мӗш.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
18. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем ҫыран хӗррине тухса типӗ ҫӗр ҫине ура ярса пуссанах, Иордан шывӗ хӑйӗн яланхи ҫулӗпе хускалса кайнӑ, ӗнерхи-виҫӗмкунхи пекех, ҫыран тулли тулса юха пуҫланӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх Бенгали кӳлмекӗн пӗтӗм ҫыранӗ хӗррипе тӑсӑлать, ун шутне регионти пысӑк юханшывсен вӑррисем тата питӗ йышлӑ кӳлӗсем кӗреҫҫӗ.
Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0
Пулӑҫӑ хӑй ӗҫне пӗтерчӗ, ҫыран хӗррине илсе пычӗ, киммине ҫыран хӗррине кӑларса лартрӗ те килнӗ шурлӑхлӑ лутра ҫыранпа кайрӗ.
Кӳлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑл ҫавӑнтах, ҫыран хӗрринчи урамрах, ҫак хаяр пурнӑҫра хӑй валли вырӑн тупатӑпах, текех ӗнтӗ нихҫан та шыв юхтарса каякан, ыратмаллах ҫырана пырса ҫапакан турпас пулмастӑп, тесе сӑмах пани ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпӗ бетонпа ҫирӗплетнӗ ҫыран хӗррипе (кунта шывӗ ҫырантан сыпсах тӑрать) унталла-кунталла кумса вӑхӑта минутшарӑн та ҫеккунтшарӑн кӗскете пуҫларӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сирӗн тӗлӗшпе хӑй мӗн шухӑшланине Биче Каваз пӗр сӑмахпа та систермест, анчах вӑл ӗненӳллӗ шухӑшлӑхпа тулнине куратӑп, — ҫакна шывӑн кӑвак тӳремлӗхӗ урлӑ пӗр ҫыран тепӗр ҫырана тӗсенипе танлаштарма юрать-тӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Малалла вара, йӗкӗлтенӗ евӗр, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсем йӑвӑ-йӑвӑ сапаланса выртакан ҫыран тӑсӑлать; тӑпрана шыв ҫинӗрен тата ҫилпе ӳкнӗ вулӑсем пысӑк туратсем евӗр авӑнаҫҫӗ; ку вырӑнта ҫыранӑн пӗр аршӑнне тепринчен уйӑрмашкӑн питех те хӗн, тискер те симӗс талккӑшпех — пӗрешкел ӳкерчӗк.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.