Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫырмасан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ман пирки ҫырмасан та аптрамӗ, — тет Надя.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫырмасан, кайран хама хам айӑпласран хӑрарӑм, эсӗ ӗмӗрех мана киревсӗр ҫын тесе асӑнса пурӑнасран шиклентӗм…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫырмасан редактор умӗнче те куҫран ӳкетӗн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Амӑшӗпе хӗрӗ ҫинчен фельетонах ҫырмасан та, вӗсене хаҫатӑн кулӑш кӗтессинче чӗпӗтсе илмеллех тен.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӗнле сӑмах пулнӑ-тӑр Кӑна хирӗҫ патшаран, — Ҫырмасан та юрать-тӗр Юррӑм ытла вӑрӑмран.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ун пек ҫынсем ҫинчен те ҫырмасан, кам ҫинчен ҫырмалла?

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Пурнӑҫ хӑй пире ҫапла ҫырма хушнӑ, эпир ҫапла ҫырмасан пултарайман…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юратнӑ хӗр ҫырнине ятне ҫырмасан та пӗлӗ тесе пулӗ, пӗр пысӑк саспаллипе кӑна вӗҫлерӗ Соня.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Киле ҫырмасан, сана шӑтӑка лартӗҫ, пушӑпа ҫаптарӗҫ, — тенӗ.

А не напишешь, в яму посадят, наказывать будут плетью.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑмахсене ҫырмасан та юрать, символла пӗлтерӗшлӗ пӗр-пӗр кӑмӑллӑ сӑмахсем пулсан, паллах, аванрах.

Ценно, когда надпись не банальна, а несет в себе определенный смысл.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Унтан тата ҫакӑн пек шухӑшларӑм: ҫырмасан — эпӗ мӗнле пионер-ха, ҫырсан — эпӗ мӗнле юлташ-ха? —

И потом, думал так: если не напишу, то какой же я пионер, а если напишу, то какой же я товарищ?

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫырсан — вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ пионер… ҫырмасан — тӳрӗ кӑмӑллӑ пионер пулаймӗ терӗмӗр.

И решили считать его… ну, вообще, если напишет — честным пионером, а если скроет — нечестным.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

«Ун ҫинчен ҫырмасан, эпӗ мӗнле пионер-ха? — каллех шухӑшласа илчӗ вӑл, вӗриленнӗ пичӗпе ҫытар ҫине лӑпчӑнса выртса.

«Какой же я пионер, если не напишу? — снова подумал он, прижимаясь к подушке горячей щекой.

20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Мана ҫырмасан та пултаратӑр, ман чӗрене ыраттарассинчен ан хӑрӑр ӗнтӗ малашне, хӑвӑра хӑвӑр ман умра айӑплӑ ҫын пек те ан туйӑр.

Можете мне не писать, не терзаться тем, что вы причиняете мне боль, не чувствовать себя передо мною виноватым.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать, ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та…, анчах эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, е сахалтан тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан - пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр.

Можно много и долго говорить о значимости родного языка, проводить круглые столы, «заспамить» культурное пространство в феврале и в апреле, согнав студентов и работников учреждений, чтобы те прочитали стих или сказали пламенную речь, но если мы не будем пользоваться родными языками, на них писать, читать, говорить каждый день при первой возможности, создавать садики с чувашским языком, школы, организовывать не только культурные, но научные и научно-популярные мероприятия, да и просто показывать свое уважение к родной речи — ни нас не будут уважать, не мы не сможем сохранить наш язык.

«Хавал» тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлани // Хавал. https://vk.com/wall-12972450_14737?w=wal ... 2450_14737

— Малалла ҫырмасан та пултаратӑр, — тет Прохор, — ӑнланмалла пултӑр тесе эпӗ сире кӑна хамран ӑнлантарса паратӑп…

— Далее можете не записывать, — заговорил Прохор, — это я вам от себя поясню для понятливости…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каярахпа вӑл вӗсен ҫырӑвӗсем ҫине пачах ответлеми пулчӗ; ҫакӑнтан вӑл Вера Павловнӑпа ун упӑшкине хӑйӗн малтанхи вӑрӑм ҫырӑвӗнче каласа панӑ Лопухов шухӑшӗсене ҫеҫ пӗлтересшӗн пулни сисӗнчӗ, ҫак ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн вара малашне ҫырмасан та юрать, тесе шутланӑ пулас вӑл.

Потом он и вовсе перестал отвечать на их письма; по всему видно было, что он только хотел передать Вере Павловне и ее мужу те мысли Лопухова, из которых составилось такое длинное первое письмо его, а исполнив эту обязанность, почел дальнейшую переписку излишнею.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пурте сирӗн пек пулнӑ пулсан, ман ҫырмасан та юранӑ пулӗччӗ; эсир хале те пулман пулсан, ман ҫырмасассӑн та юранӑ пулӗччӗ.

Если бы вы были публика, мне уже не нужно было бы писать; если бы вас еще не было, мне еще не было бы можно писать.

III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫыр, ҫырмасан чунна илетӗп!..

Пиши, душа с тебя вон!..

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫырмасан — персе вӗлеретӗп сана, сиенлӗ ҫӗлен-калтана, кайран вара саншӑн хамах тӗрмене кайса ларам пӗреххут, ан тив вунӑ ҫуллӑхах лартчӑр, пурӗпӗрех.

Ежели не напишешь — застрелю как вредного гада, а потом пойду за тебя в тюрьму хоть на десять лет!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed