Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ытларах чухне вес ҫитмест ачасене, хӑшӗ-пӗрисен давлени хӑпаркалать, теприсен чӗрисемпе чирсем пулкалаҫҫӗ.
Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725
Ирхине вӗсем хӑрушла ӗҫес килнӗрен сиксе тапакан чӗрисемпе ҫырана тухрӗҫ.Утром они высадились на берег с замирающими от бешеной жажды сердцами.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Нумай хуйхӑ курнӑ, ӗҫпе ҫапӑҫура пиҫнӗ, пурӑнӑҫра тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ ҫынсене тата нимех те курман, анчах ахах пек чӗрисемпе ҫакна туйса илсе хӑйсене ҫуратнӑ ватӑ ашшӗсене ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ кӳнӗ ҫамрӑксене ватӑ Тарас сӑмахӗ нумай лайӑх ӗҫсене аса илтерчӗ пулас.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: пирӗн рядовойсем ҫарти приказсене кирек хӑҫан та ҫирӗп те пӗр сӑмахсӑр ӗҫе кӗртме тивӗҫлӗ, анчах ӑна хӑйсен чӗрисемпе туса пымалла… тен, тӗрӗсех, чӗрисемпе кӑна та мар, тӗплӗн пӗлсе, политикӑна пӗлнине ӑнланса тумалла…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шыв леш енче фугаснӑй бомбӑсем кӗрлесе ҫурӑлни кӑна самолетсем ҫинче ларса пыракан летчиксен тимлӗ чӗрисем те ҫӗр ҫинчи ҫарсен чӗрисемпе пӗр пекех тапнине кӑтартса парать.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне нумай вӑхӑт хушши курман, анчах чӗрисемпе яланах пӗрле пулнӑ.Они не виделись много лет, но сердца их не разлучались ни на минуту.
V. Пӗр тумлам сивӗ шыв // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник пулнӑ, художник ӗҫӗн правилисемпе законӗсене учительсӗр, шкулта вӗренмесӗр, хӑй тӗллӗн, хӑйӗн чунӗпе кӑна пӗлсе ҫитнӗ, ӗмӗрех картинӑсене лайӑхрах тӑвас кӑмӑлпа пурӑннӑ, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр чӗри кӑтартнӑ ҫулпа малалла пынӑ; вӑл хӑй тӗллӗнех ӗҫлеме вӗреннӗ тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ун пеккисене хӑйсен ӗмӗрӗнче пурӑнакансем «ним пӗлмен ҫын» тесе вӑрҫаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсене хурланӑшӑн тата ӗҫ ӑнманнишӗн кӳренсе тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑйпа тата хавхаланарах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, чӗрисемпе вара «ним пӗлмен ҫын» тесе хурлама май панӑ произведенисенчен нумай аякрине кураҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем тӗрмерен унта ларакансен организацийӗ тума май панӑ, «Тӑватҫӗрмӗшӗн» коллективне тума пулӑшнӑ, хӑйсен чӗрисемпе хӑйсем те ҫав коллективра пулнӑ, уншӑн пӗтӗм хастарлӑхпа ӗҫленӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
9. Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр: 10. ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1