Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлерӗ (тĕпĕ: хирӗҫле) more information about the word form can be found here.
— Яланах ун пек пулмӗ, — хирӗҫлерӗ Воронцов.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫитет ун ҫинчен, — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫлерӗ Светлана.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Аюк, — хирӗҫлерӗ ача.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иртнӗ хӗлле ҫитмӗл ҫухрӑмри тӑванӗсем патне ларма каясшӑнччӗ вӑл, ашшӗ хирӗҫлерӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кума, кунашкал калаҫса турра ан ҫиллентер, — хирӗҫлерӗ ӑна Анук.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫавӑнтах хирӗҫлерӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апла тесен, эсӗ Миххана пӗлмен пекех, Платуна та начар пӗлетӗн, — хирӗҫлерӗ Макҫӑм.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ мӗн тӑвасса пӗлмесӗрех чарма ан хӑтлан-ха, йӑмӑкӑм, — хирӗҫлерӗ те вӑл, хутаҫне илсе, сӗтел хушшине ларчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкине курас килнипе тунсӑхласа ҫитнӗ чӗри каласа пама ҫӗнчӗ, ӑстӑнӗ хирӗҫлерӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах каччӑ ҫакна хирӗҫлерӗ: «Тытман упанне — тирне сӗвер мар, хутман мунчара милӗкпе ҫапӑнар мар», — терӗ, Виталий ӑнланӑвӗпе килӗштерекен хӗрӗн чи пысӑк ҫитменлӗхӗ пур ҫын умӗнче те тейӗн хӑйне пысӑка хурса чӗлхине ҫав тери ирӗке яни, «икӗ-виҫӗ» хутлӑ сӑмахсемпе перкелешме те вӑтанманни.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ыттисене айӑпласа ан тӑр, — хирӗҫлерӗ Наташа, — цирка билетсене эсӗ валеҫрӗн вӗт.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Енчен те кантӑкӗ куҫа кӗрсе кайсан, — хирӗҫлерӗ Алексей.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ҫакна хирӗҫлерӗ, хӑрушсӑрлӑх техникин ыйтӑвӗпе калаҫма ун шухӑшӗпе «канфет» парса астармалла мар.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кунтан тӗреклӗреххи ӑҫтан тупас? — кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшса хирӗҫлерӗ Сидор Иванович.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ав, ҫамрӑксем калаҫчӑр, — хирӗҫлерӗ Крахъян.

Help to translate

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Ҫапах та мӑнукӗн ятне хунӑ чухне вӑл ывӑлне хирӗҫлерӗ, кинӗ майлӑ пулчӗ.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ун пек тума памӑпӑр-ха ӑна, — хирӗҫлерӗ Яковлев.

Help to translate

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Апла-тӑк, савнӑ ҫыннӑм, вӑрҫӑсем нихӑҫан та вӗҫленмеҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ Ваҫиле, — эпир тӑтӑшах ытти ҫӗршывсемпе ҫапӑҫатпӑр, айӑплатпӑр вӗсене, намӑслантаратпӑр.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Апла пулин те эпӗ хамри хӑватпа король пӳрнинчен ирттеретӗп, — хирӗҫлерӗ ҫӗлен.

— Но могущества у меня больше, чем в пальце короля, — возразила змея.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мыскара ҫеҫ пулсан юрӗччӗ, — хирӗҫлерӗ хунарҫӑ.

— Ничего тут нет забавного, — возразил фонарщик.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed