Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упраҫҫӗ (тĕпĕ: упра) more information about the word form can be found here.
Халӗ вӑрмансем ту ҫамкисенчен чылай каялла чакса кайнӑ, тусем хушшинчи тарӑн варсенче ҫеҫ вӗсем хӑйсен янравлӑ мӑнаҫлӑхне упраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчӗк ҫӳхе тути те, пысӑк мар тӳрӗ сӑмси ҫак кунчченех хӗрлӗх кунӗсен ҫамрӑклӑхне упраҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнче те авалхи йӑлана упраҫҫӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ ӗнтӗ Крымри вӑрмансене касасран тата пушарсенчен упраҫҫӗ.

Теперь леса в Крыму охраняются от порубок и пожаров.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ту айккисенчи вӑрмансем вӗсем ҫумӑр шывне тытса тӑраҫҫӗ, юханшывсене типсе каясран упраҫҫӗ.

А между тем, леса на горных склонах задерживают дождевую воду, охраняют ручьи и реки от высыхания.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чи кирли - хӑйсен никампа танлаштарайманнине, культурине тата йӑли-йӗркине упраҫҫӗ.

И самое главное – сохраняют свою идентичность, культуру и традиции.

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3492481

Вӑрмансене упраҫҫӗ, пуринчен ытла вар пуҫӗнчисене хытӑ асӑрхаса усраҫҫӗ: йывӑҫсем хӑйсен тымарӗсемпе ҫӗре ҫирӗплентерсе тӑраҫҫӗ.

Охраняют леса, особенно у вершины оврагов, так как деревья своими корнями скрепляют почву.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗрремӗш урокра пӗрремӗш класа каякан ачасем сӗнӳсене вулаҫҫӗ те вӗсене «Пуласлӑх самолечӗ» ятлӑ вӑхӑт капсулинче упраҫҫӗ.

На первом уроке ребята прочитают пожелания и сохранят их в капсуле времени под названием «Самолетик будущего».

"Пуласлӑх самолечӗ" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... si-3416373

Вӗсем пурте камуфляж форми тӑхӑннӑ, паллах ӗнтӗ, улӑштарма ҫук симӗс картуз тӑхӑннӑ, вӗсене, реликви пек, темиҫе ҫул хушши упраҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ.

В семье Кудряшовых и Абрамовых так трепетно хранят каждую песню на родном языке, что 12 лет назад сделали свой семейный ансамбль.

Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34864.html

Алюновпа Укаслу иккӗшӗ те хӑйсен чӗрисенче пӗр вӑрттӑнлӑх упраҫҫӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗ, вӗсем ырӑ йӑла-йӗркене сыхласа упраҫҫӗ тата ҫамрӑк специалистсене хӑйсен пуян та паха опытне параҫҫӗ.

Отдельные слова признательности – ветеранам, которые сохраняют традиции и передают свой опыт молодым специалистам.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Пӗр-пӗрне питӗ упраҫҫӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Паттӑрлӑхне манӑҫа кӑларманни ачисемшӗн, тӑванӗсемшӗн хаклӑ, ҫав йӗркесене вӗсем сӑваплӑ япала вырӑнне хурса упраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Турӑ парнеленӗ телее-ырлӑха валеҫмеҫҫӗ, сутмаҫҫӗ, илмеҫҫӗ, ырӑ ӗҫпе пӗчӗккӗн пухаҫҫӗ, тимлӗн упраҫҫӗ.

Help to translate

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Андрей Орловӑн, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ паттӑр салтакӑн, ятне Калининӑри шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те сӑваплӑн упраҫҫӗ.

Help to translate

Тӑван шкулӗнче - Герой партти // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11795-t- ... roj-partti

Ҫак уява пин ҫул упраҫҫӗ: Пусаҫҫӗ выльӑх — ку парне, Ватти, каччи те хӗр-упраҫӗ Каяҫҫӗ Атӑл ту варне.

Help to translate

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку япала нихҫан та пулас ҫук: мусульмансем — тутарсем, пушкӑртсем — Магомет вӗрентнине хытӑ упраҫҫӗ, чӑвашсене мулласем хӑйсем патне яхӑна та ярас ҫук.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӗлхе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпейлӗн сыхласа упраҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ.

Несмотря на языковые, религиозные, культурные различия, жители республики объединяются ради общего дела, берегут традиции добрососедства и взаимопомощи, чутко отзываются на чужую беду.

Михаил ИГнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/04/news-3700894

Тӗпчевҫӗсем вунӑ ытла аминокислота тӗсӗ тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче глицин тата L-аланин, вӗсем ДНК кодӗнчи чӗрӗ организмсене упраҫҫӗ, протеиногенлӑ аминокислотасем, хӑйӗн тытӑмӗпе нефть евӗрлӗ нумай цикллӑ ароматлӑ углеводородсем, тата азотӑн темиҫе тӗрлӗ пӗрлешӳсем.

Исследователи обнаружили более десяти видов аминокислот, среди них оказались: глицин и L-аланин, которые содержат живые организмы в коде ДНК, протеиногенные аминокислоты, полициклические ароматические углеводороды, схожие по составу с нефтью, а также несколько соединений азота.

Рюгу астероид ҫинче пурнӑҫ тӗввин ҫӑлкуҫне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31262.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed