Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк пырса тапӑннипе шартах сикнӗ тӑшман йӗркесӗр кӑшкӑрашма тытӑнсан, хыпаланса ӳкнӗ шурӑ салтаксем йӗммисене те тӑхӑнма ӗлкӗрейместчӗҫ, ыйхӑллӑ пулеметчик лентӑна та майласа тӑхӑнтарма ӗлкӗрейместчӗ, ҫав кӗтмен вӑхӑтрах винтовкӑсемпе шатӑртаттарса, сирпӗнсе каякан бомбӑсемпе кӗрслеттерсе, ҫухӑрашса шӑхӑрса пӗчӗкҫӗ те хурҫӑ пек ҫирӗп отряд кустарса пырса та кӗретчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпе кӗпе-йӗм шкапӗсене йӑлтах ухтарса тухрӑм, ҫапах пӗринче ҫул ҫине тӑхӑнмалли хамӑрӑн симӗс алсасене, тепринче ҫемҫе сӑрантан ҫӗлетнӗ хӑрах перчетке ҫеҫ тупрӑм, вӑл мана пачах юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен вӑл кивелсе, вараланса пӗтнӗ, шалпар, ҫитменнине унӑн вӑта пӳрнески ҫук, ӑна Карл Иваныч шыҫнӑ аллине тӑхӑнтарма тахҫанах касса пӑрахнӑ пулмалла.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алыка мӑйне тӑхӑнтарма тӑрсанах, йытӑ ҫирӗп те шурӑ асав шӑлӗсене кӑтартса хӑрлатма тытӑнать.
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Патша та, ҫук тумтирех курам пек пулса, кивӗ тумтирне хывать те хӑйне ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнтарма хушать.
Патшанӑн ҫӗнӗ тумтирӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Ҫапла вара ҫак операци сире хӑвӑр ҫынсене тӑхӑнтарма май парать.— Так вот, эта операция на Жуковке даст вам возможность одеть людей.
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Щорс патне халӑх пит нумай пырать, вӑл ҫав халӑха пурне те атӑ тӑхӑнтарма пултарать-и вара? — терӗм.Разве, говорю, товарищ Щорс напасется сапог, если народ валом валит к нему?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кутӑн ачана кӗпе тӑхӑнтартнӑ пек, Палюк ӑна пиншак тӑхӑнтарма тытӑнчӗ, хулпуҫҫине шӑлкаласа тӳрлетрӗ.И тогда Палюк стал натягивать на него пиджак как на упрямого мальца.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Халлӗхе тумтир тӑхӑнтарма кирлӗ мар.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ку вӑл — символ… ку вӑл, юлашкинчен, лайӑх ҫӗленӗ сӑхман, ҫак сӑхмана пин ҫынна тӑхӑнтарма пулать!»
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Евсей унӑн йывӑрланнӑ та вӑйсӑр урисене вӗрентен тунӑ йӑллине тӑхӑнтарма пулӑшрӗ те ҫапла шухӑшларӗ:Евсей помог вдеть его обессиленные ноги в веревочные стремена и подумал:
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ним те тӑваймастӑн — нимӗҫ салтакӗсене хӗрарӑмсен кивелнӗ кӗрӗкӗсене те, тӗпленӗ ҫӑматӑсене те, сурӑх е йыта тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем те тӑхӑнтарма тивнӗ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лампа ҫутине хуплама, Шустов ун ҫине чехол тӑхӑнтарма хушрӗ.Шустов велел надеть на лампочку кожаный чехол, чтобы прикрыть ее свет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя пӗр сӑмахсӑр хӑй курайми, никама та кирлӗ мар, мӗнпур ӗҫе пӑсакан ҫӗнӗ бантик-галстуклӑ матрос курткине тӑхӑнтарма ирӗк пачӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шкултан кӑҫал хӗлле Устин юлашки ывӑлне илсе килчӗ: ҫине те, урине те ним тӑхӑнтарма ҫук.А из школы нынешнюю зиму Устин последнего парнишку забрал: ни одеть, ни обуть нечего.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑппӑн кулса ячӗ, каллех илме аллисене тӑсрӗ, анчах хут купӑсӑн чӗн ҫаккине сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхӑнтарма ӗлкӗреймерӗ, татах ӳкерчӗ.Тихо засмеялся, снова протянул руки и снова уронил, не успев накинуть на левое плечо ремень.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл васкаса Ольга шлепкипе салопне илчӗ те, ним тума аптраса, Ольгӑна салоп тӑхӑнтарма пикенчӗ.Он торопливо хватал шляпку и салоп и, в суматохе, хотел надеть салоп ей на голову.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче Захар ларать, вӑл, апат турилкки тытнӑ пек, тасатман атӑ тытнӑ та тӑхӑнтарма хатӗрленсе, улпут кӗпе тӳмелесе пӗтерессе кӗтет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен, вӑл хӑйне тумтир тӑхӑнтарма ыйтрӗ, унтан эпир трамвайпа больницӑна кайрӑмӑр.Наконец она попросила меня помочь ей одеться, и мы поехали на трамвае в приемный покой.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1