Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темӗнле чухӑн пулсан та, вӑл Инди океанне татах ҫитме шутлать, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларассишӗн пӗтӗм пурнӑҫне парать; ҫак ӗҫе тума ӑна никамран та ҫӑмӑлрах, мӗншӗн тесен вӑл Инди океанӗнчи хурахсен шайкисене хӑйӗн пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пекех лайӑх пӗлет; укҫи-тенки ҫук пирки вӑл унта часах та ҫитеймӗ, анчах пурпӗр унта кайӗ, кашни хураха тӳрлетмессерен ҫапла калӗ: «Мана тав тума кирлӗ мар, тивӗҫ мар эпӗ ӑна, куншӑн пӗтӗмпех Поквилл ҫыннисене, тӑванӑмӑрсене, этем йӑхӗнчи ырӑ чунлӑ ҫынсене, вӗсен ырӑ проповедникне, кирек епле хурахшӑн та шанчӑклӑ тус пулма пултараканскере, тав тумалла».
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
15. Лаодикири тӑванӑмӑрсене тата Нимфана, унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна та салам калӑр.15. Приветствуйте братьев в Лаодикии, и Нимфана, и домашнюю церковь его.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӑмӑрсене канӑҫлӑх патӑр, вӗсене ӗненекен те, юратакан та тутӑр.23. Мир братиям и любовь с верою от Бога Отца и Господа Иисуса Христа.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн сирӗнпе мухтанни ҫак ӗҫре ахаль ан пултӑрччӗ, эпӗ каланӑ пек, эсир хатӗрленсе тӑрӑсӑрччӗ тесе, эпӗ сирӗн пата тӑванӑмӑрсене ятӑм: 4. хампа пӗрле Македони ҫыннисем пырсассӑн, вӗсем эсир хатӗр маррине курсан, пирӗн (сирӗн ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ!) ҫапла шанса мухтаннӑ хыҫҫӑн намӑса юлмалла ан пултӑрччӗ терӗм.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Петр ӗнтӗ, шӑп тӑма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ та вӗсене хӑйне Турӑ тӗрмерен епле кӑларни ҫинчен каласа панӑ, унтан: ҫакӑн ҫинчен Иаковпа тӑванӑмӑрсене пӗлтерӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Египетри иудей тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунатпӑр; Иерусалим хулинчи, пӗтӗм Иудея ҫӗршывӗнчи тӑванӑрсем телейлӗ тӑнӑҫлӑх сунаҫҫӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эппин, тӑванӑмсем, хамӑрӑн тӑванӑмӑрсене кӑтартар-ха: вӗсенӗн пурӑнӑҫӗ пирӗнтен килет, сӑваплӑ япаласемпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тата парне памалли вырӑн пирӗн ҫинче тытӑнса тӑрать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пире тыткӑна илсен пӗтӗм Иудея та пӗтет, пирӗн таса вырӑнсене ҫаратса-ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ, вӗсене ирсӗрлетнӗшӗн Вӑл пирӗнтен шыраса илӗ, 22. пирӗн тӑванӑмӑрсене вӗлернӗшӗн, ҫӗре тыткӑнланӑшӑн, пирӗн еткере ҫаратса тухнӑшӑн Вӑл ытти халӑхсене мар, пире айӑплӗ, ҫак айӑпа пирӗн пуҫ ҫине ӳкерӗ, эпир вара ҫав халӑхсен чурисем пулӑпӑр, хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑхсенчен ултавпа мӑшкӑл тӳсӗпӗр; 23. чуралӑх пирӗншӗн чыс пулмӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ӑна чыссӑрлӑх вырӑнне хурӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсене хирӗҫ пысӑк пуху пуҫтартӑм та 8. каларӑм: ытти халӑхсене сутнӑ хамӑр тӑванӑмӑрсене, иудейсене, эпир вӑй ҫитнӗ таран каялла тӳлесе илеттӗмӗр, эсир вара хӑвӑр тӑванӑрсене сутатӑр, вӗсем те хӑйсене хӑйсем сутаҫҫӗ, терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1