Шырав
Шырав ĕçĕ:
туррисемшӗн (тĕпĕ: турӑ) more information about the word form can be found here.
Эсир, — терӗ гладиаторсене Спартак, — мӗнпур пӗлӗтпе тамӑк туррисемшӗн йӗркеллӗ пулӑр та шӑп тӑрӑр.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна паракан ҫак халӑхсен хулисенче вара пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар, 17. хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру хушнӑ пек, вӗсене — хетсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тӗппипе пӗтермелле тупала: 18. вӗсем сире хӑйсен туррисемшӗн туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрентчӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн, 30. сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр; 31. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1