Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туррипех (тĕпĕ: турӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн сасартӑках вӗсен пӗр-пӗрин патнелле туртӑнасси пуҫланнӑ, часах ҫак туртӑм, куллен-кун ӳссе пырса, туслӑх характерне йышӑннӑ, анчах та вӑл, туррипех калас пулать, темӗнле, тӗлӗнтермӗшлерех пулнӑ.

После этого разговора между ними почти сразу образовалось влечение друг к другу, и, день ото дня всё развиваясь, оно вскоре приняло характер дружбы, хотя и странной несколько.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ туррипех калатӑп…

Я честно говорю…

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кайрантарах Шубин театр ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ; Курнатовский господин вара — эпӗ туррипех калатӑп — хӑй художествӑна ним те ӑнланманни ҫинчен суя мӑнаҫлӑхсӑрах пӗлтерчӗ.

Потом Шубин заговорил о театре; господин Курнатовский объявил, и — я должна сознаться — без ложной скромности, что он в художестве ничего не смыслит.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эсӗ тӗлӗнмелле ҫын, туррипех калам-ха!

Только ты чудной человек, право слово!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗнтӗ туррипех калӑпӑр: Бӑрзобегунекӑн нимӗн те суранланман, тухтӑр патне час-часах кӗркелесе тухма мӗнле те пулин сӑлтав кирлӗ пулнӑ.

Дело в том, что ранение Бырзобегунека было выдумкой: оно было призвано оправдать его частые визиты к доктору.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ парти линине пурнӑҫласа пырӑп, анчах сана, юлташӑм, хамӑр пек, рабочисем пек, туррипех татса калатӑп: санӑн лини — йӑнӑш, политика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар лини, факт!

— Я буду проводить линию партии, а тебе, товарищ, рубану напрямик, по-рабочему: твоя линия ошибочная, политически неправильная, факт!

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed