Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗ (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнтерме вӑя хурар, юлташсем! — ҫапла пулчӗ унӑн пӗрремӗш сӑмахӗ, тӑван яла таврӑнсан.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, вырӑнти «Туслӑх» вокал ансамблӗн членӗ Венера Акимова ял ҫыннисен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнисене, хӑйсен вӑхӑтне тата вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ, малашне ҫӗнӗ клуб ял ҫыннисемшӗн чӑннипех ту культура вучахӗ пулса тӑрассине шаннине палӑртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ялти пуҫаруллӑ та хастар ҫынсен ячӗпе ҫав кун тав сӑмахӗ каласа саламлакан сахал мар пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Унӑн сӑмахӗ Тинӑна татах сатурлантарчӗ, вӑй пачӗ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫапла пулчӗ ачасен сӑмахӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вожатӑйӑн сӑмахӗ ҫамрӑк чӗресене ваштах тепӗр май ҫавӑрчӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай сӑмахӗ Уринене тарӑхтарчӗ кӑна мар, кӳрентерчӗ те.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вожатӑй сӑмахӗ пионершӗн нимрен те хакли.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Николай Дегтяров тени юлашки сӑмахӗ пулчӗ, тек калаҫмарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗншӗн, значӑтцӑ, кунта унӑн кашни сӑмахӗ хаклӑ пулса тӑрать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет влаҫӗ никама та нишлӗ пурӑнма хушмасть, сашитӑчнӑ пурӑнӑр, тет, — мӑкӑртатрӗ Кулюкка, малтанах ҫын сӑмахӗ айне пулас мар тесе.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, халӑх ответ тыттартӑр сана! — юлашки сӑмахӗ ҫинче Ҫтаппан Платуна ал вӗҫҫӗн ҫӗклерӗ те: — Мейӗр! Суд тӑвӑр ӑна! — тесе, халӑх ҫинелле ывӑтрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун сӑмахӗ вӗсене пӑтратса ячӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Старостӑн кашни сӑмахӗ, халӑх хушшинчен тухакан кашни юнавлӑ сасӑ Анук чӗрине сӑнӑ пек пыра-пыра ыраттарчӗҫ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кам вилни ҫинчен калаҫаҫҫӗ кунта?» — халь те лайӑх тӑна кӗрсе ҫитеймерӗ хӗрарӑм, Анук сӑмахӗ ҫине хуравламасӑрах куҫне хупрӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ывӑлӗшӗн тем пекех савӑнчӗ пулин те, Лукарье сӑмахӗ ҫине хуравламарӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук хуняшшӗ хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрасса шанать.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палламан ҫын сӑмахӗ Богдановшӑн та айванла туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа сан пата эпӗ килне килсех тав сӑмахӗ калас терӗм.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кампа кӑна калаҫман пуль эпӗ Турӑ ҫинчен: баптистсемпе те, ытти тӗн юхӑмӗн ҫыннисемпе те, анчах аннен пӗрремӗш сӑмахӗ, Тӑрӑн чиркӗвӗ, унта курнӑ пӗрремӗш асамлӑ служба, турӑшсен шайлашуллӑ ӗлккен илемӗ мана урӑх ҫулпа ямарӗҫ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed