Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурхи уяв — тараватлӑ ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе савӑнмашкӑн халӑх тунӑ йӑла.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ирӗклӗх — уйрӑм ҫынсемпе пӗтӗм халӑх валли те, пысӑк халӑхсемпе пӗчӗккисем валли те, хӑватлисемпе вӑйсӑррисем валли те пултӑр; ирӗклӗхпе пӗрле — килӗшӳ, чечекленсе пыракан тӳрӗ пурнӑҫ пултӑр, вилӗмсӗр турӑсем ҫынна савӑнмашкӑн панӑ тулли телей пултӑр…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тен, Робинзонла выляса савӑнмашкӑн унӑн пултарулӑхӗ те пысӑк, анчах шухӑшпа сӑнарласси кӑна ҫителӗксӗр пулӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ватӑ сунарҫӑ тӳрех хӗр пӑртак хӑпартлансарах кайнине туйрӗ тата хӑйне кунта илемлӗ ҫутҫанталӑка пӑхса савӑнмашкӑн анчах чӗнменнине те ӑнланса илчӗ.
XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Савӑнмашкӑн сӑлтавӗ те пур.
Настя — шкул ачи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 2,4,6,8 с.
Пӗр-пӗр япала пӗрне асаплантарать е хуйхӑртать пулсан, ӑна вӑл килентерет кӑна, унӑн чӗри савӑнмашкӑн ҫав тери хавас тата унӑн савӑнӑҫсем те ҫав тери нумай!
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
35. Иоанн вӑл — ҫунакан, ҫутатакан ҫутаткӑҫ; эсир унӑн ҫутинче пӗр вӑхӑт савӑнмашкӑн хатӗрччӗ.35. Он был светильник, горящий и светящий; а вы хотели малое время порадоваться при свете его.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп: 11. мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн 12. тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30. ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1