Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑннӑскер (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
Роза, вӑрҫӑччен Хӗветӗре асӑрхамасӑрах пурӑннӑскер, юлашки вӑхӑтра час-часах унпа пулма тӑрӑшнине Нина хӗр туйӑмӗпе сиссе илчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укань, ӗмӗрех пӗччен пурӑннӑскер, сӗтел ҫине карт сарса хурса, темле хӗрарӑма ним шухӑшсӑр юмӑҫ ярса ларнӑ пулнӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Анук вун виҫҫе пуссан, унӑн амӑшӗ, чӗре чирӗпе чирлесе пурӑннӑскер, сасартӑк вилсе кайнӑ (упӑшки калӑпланисем ӳт-тирне, кӑнттам, хаяр, сивӗ сӑмахӗсем чӗрине самаях кӑшланӑ, йӑштарнӑ пуль ӗнтӗ).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Малтанхи талккӑмра ывӑлӗпе кинӗ ашшӗне (Пурис амӑшӗ икӗ ҫул каяллах, пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраса пурӑннӑскер, ҫӗре кӗнӗччӗ) чиперех пӑхкаланӑ пекки турӗҫ-ха, каярахпа ҫакӑ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗкеҫ чӗриллӗ мӑшӑру вара, ҫӗр ҫинчех Аслӑ Шуйттан ирӗкне парӑнса мана хур туса пурӑннӑскер, ҫынсем мана кӗл туса пурӑннӑ таса вырӑна лапӑрчӑк-ҫӑвӑнчӑк пухмалли-юхмалли вырӑна ҫавӑрнӑскер, халӗ ҫав шуйттанӑн ирӗксӗр, тамӑкра ҫунакан-пиҫекен чури.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урасмет, ҫамрӑк чухне хӑй те чӑваш тӗнӗпе пурӑннӑскер, кун пирки урӑхларах шухӑшларӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫынна пӑхӑнса пурӑннӑскер (малтан, пӗчӗккӗлле — амӑшне, ӳсерехпе — ашшӗне, салтакра — командирсене), Григорьев нимӗнле ертӳҫӗ-пуҫлӑх та пулма пултарайман.

Привыкший всю жизнь подчиняться (ребенком — матери, подростком — отцу, солдатом — командиру), он никак не мог стать предводителем.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Марине, ҫак эрне тӑршшӗпех вӑрмана каясси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑскер, килне тӑрса юлчӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Униҫҫе инке, хӑй те тӑлӑххӑн пурӑннӑскер, хӗрхеннӗ Елюка.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ ӑна хирӗҫле пулман, анчах хӑйӗн ӗҫӗпе революци шухӑшне ниепле те ҫыхӑнтарайманнипе аптранӑ: ҫӑмарта ӗҫӗпе пурӑннӑскер, ҫавнах ывӑлне те вӗрентесшӗн ҫуннӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хура куҫ тенӗрен, юнашар пурӑнакан Сарт Ҫеменӗх мар-ши: таҫта сӑртсемпе тӗрӗксем хушшинче ҫирӗм ҫул салтакра пурӑннӑскер тупса килме те пултарнӑ усал куҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсир, Африкӑн тӗттӗм хутлӑхӗнче нумай ҫул пурӑннӑскер, пӗтӗмпех пӗлетӗр.

Вы, несколько лет проживший в африканской глуши, знаете все.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Нумай пурӑннӑскер — вӑл иртнӗлӗхри нумай ӗҫ-пулӑма маннӑ ӗнтӗ, анчах манӑҫлӑхра та, ас тӑвӑмӗнче те унӑн иккӗлле ӑнланмалли, намӑсланмалли ӗҫ-пуҫ пулман та, ҫук та.

Прожив долго, он многое позабыл в прошлом, но ни в забытом, ни в памяти его не было двусмысленных положений.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пифагор ученӑй, хамӑр вӑхӑтчен малтан икӗ пин ҫурӑ ҫул ӗлӗкрех пурӑннӑскер, Ҫӗр чӑмӑр тесе вӗрентнӗ, унӑн ҫийӗ те, айӗ те ҫук, тенӗ.

Ученый Пифагор, живший за две с половиной тысячи лет до нашего времени, говорил, что Земля — шар, что у нее нигде нет верха и низа.

Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫӑтмахӑн сулхӑн садӗнче, тен, халӗ ҫӗр кӑмрӑк кӑларакансем патша вырӑнӗнче пулӗҫ, ҫӗр ҫинче патша пулса пурӑннӑскер, аллине шӑпӑр тытӗ, вӑл ҫилпе вӗҫсе ӳкнӗ ҫулҫӑсене тата эсир кашни кун ҫиекен канфет хучӗсене шӑлса тӑрӗ.

В прохладных садах рая, быть может, углекопы станут царями, а царь будет сметать метлой с дорожек сада опавшие листья и бумажки от конфет, которыми вы будете питаться каждый день.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Кӳлӗ хӗрринче пӳрт ларать, вӑрман касакансем пурӑннӑскер.

А на озере избушка стоит, лесорубы сложили.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Уйӑх та иртмерӗ; Бауман камерине шӑлса тасатакан уголовник, камерӑсем хушшинче ҫыру ҫӳретекенни пулса пурӑннӑскер, Курак патне Женевӑран шифрласа ҫырнӑ ҫыру кӗртсе пачӗ.

Месяца не прошло, как убиравший баумановскую камеру уголовник, исполнявший обязанности почтаря между камерами, занес Грачу шифрованное письмо из Женевы.

XXIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed