Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнмасассӑн (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.

4. И скажи им: так говорит Господь: если вы не послушаетесь Меня в том, чтобы поступать по закону Моему, который Я дал вам, 5. чтобы внимать словам рабов Моих, пророков, которых Я посылаю к вам, посылаю с раннего утра, и которых вы не слушаете, - 6. то с домом сим Я сделаю то же, что с Силомом, и город сей предам на проклятие всем народам земли.

Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Кахалланса пурӑнмасассӑн, ҫӑлкуҫ тапса тухнӑ пек, тырӑҫи ҫитсе тӑрӗ; юрлӑх санран аякка тарса кайӗ.]

[Если же будешь не ленив, то, как источник, придет жатва твоя; скудость же далеко убежит от тебя.]

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?

20. Некогда говорил Ты в видении святому Твоему, и сказал: "Я оказал помощь мужественному, вознес избранного из народа. 21. Я обрел Давида, раба Моего, святым елеем Моим помазал его. 22. Рука Моя пребудет с ним, и мышца Моя укрепит его. 23. Враг не превозможет его, и сын беззакония не притеснит его. 24. Сокрушу пред ним врагов его и поражу ненавидящих его. 25. И истина Моя и милость Моя с ним, и Моим именем возвысится рог его. 26. И положу на море руку его, и на реки - десницу его. 27. Он будет звать Меня: Ты отец мой, Бог мой и твердыня спасения моего. 28. И Я сделаю его первенцем, превыше царей земли, 29. вовек сохраню ему милость Мою, и завет Мой с ним будет верен. 30. И продолжу вовек семя его, и престол его - как дни неба. 31. Если сыновья его оставят закон Мой и не будут ходить по заповедям Моим; 32. если нарушат уставы Мои и повелений Моих не сохранят: 33. посещу жезлом беззаконие их, и ударами - неправду их; 34. милости же Моей не отниму от него, и не изменю истины Моей. 35. Не нарушу завета Моего, и не переменю того, что вышло из уст Моих. 36. Однажды Я поклялся святостью Моею: солгу ли Давиду?

Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed