Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнмалӑх (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
Ан тив, суха тунӑшӑн парас уттине сутса кӑштах та пулин пурӑнмалӑх ҫӑкӑр илччӗр.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллӑ тенкӗпе лаша, вӑрлӑх тата ҫӗнӗ тырӑччен пурӑнмалӑх ҫӑнӑх илме те пулать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынна 280 ҫул пурӑнмалӑх сывлӑх, кун-ҫул панӑ теҫҫӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Турӑран: «Паян пурӑнмалӑх, ӗҫлемелӗх вӑй-хал та сывлӑх пар», — тесе ыйтмалла.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Турӑран: «Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар», — тесе ыйтса ларни сахал.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсӗ мана халь пурӑнмалӑх кӑна пар.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑн та, пӗр шутласан, ҫӗр ҫинче яланах чӗрӗ организмсем пурӑнмалӑх пӗр пекрех температура, атмосфера, шыв пур.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗр-Анне пире пурӑнмалӑх кирлӗ условисем туса парасшӑн тӑрӑшать.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ачисем валли те, ҫуралнӑҫуралманах пурӑнмалӑх йывӑҫ лартма шухӑшланӑ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ваҫҫук 3 — 4 уйӑх выҫлӑн-тутлӑн ялсем тӑрӑх, килрен киле кӗрсе, ҫӑкӑр татӑкӗсем ыйткаласа ҫӳренӗ, анчах тӑранса пурӑнмалӑх тупайман.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Айван ҫынах мар ку — ҫӗр ҫинче пурӑнмалӑх ӑсӗ пур», — шухӑшларӗ Испуханов.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑвӑртрах хӑй тӗллӗн пурӑнас, професси алла илес тата пурӑнмалӑх ӗҫлесе илес кӑмӑл Людмилӑна педагогика училищине вӗренме кӗме хӗтӗртнӗ.

Help to translate

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Тата сана пурӑнмалӑх сывлӑш парнелетӗп, – тенӗ юман.

А тебе дарую свежий воздух, – ответил дуб.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Таҫта аякра (Мускав, унтан Оренбург облаҫӗ) Анук строителе вӗренсе тухрӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫларӗ, качча тухрӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Татах ик-виҫ предприятие, хуҫалӑх органӗсене ҫитсе кун-ҫулӗсен «кӗҫӗн алӑкне туртса пӑхкаларӗҫ» апӑршасем — ниҫта та паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр паракан ӗҫ куҫран пӑхса, хапӑл кулса кӑтартмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ӗҫшӗн тӳлемелли сехет ҫапсан, ларса макӑрмалли ҫеҫ юлчӗ: ӗҫ кунӗпе салатнӑ тырри-пулли чуна ӳтре тыткаласа пурӑнмалӑх ҫеҫ ҫитрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ленин мӑшӑрӗн хӑйне пурӑнмалӑх хӑйӗнех ӗҫлесе тупма тивет тенине никам та ӗненмӗ!

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Унччен пурӑнмалӑх шыв пур та-ха манӑн.

Help to translate

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ҫавӑнпа вӗсем: «Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире», — тесе юрлани таса чунтан каланӑ кӗлӗ пек мар, ӳпкев пек, ылхан пек туйӑнать, кӑштах шутлама, ӑнланма пултаракан ҫынна иментерет.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed