Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуратаймастӑн, тӗрӗсрех каласан, санӑн ачу ҫуратмалла пуличчен пурӑнаймасть.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӗсен шучӗпе, чипер куҫ-пуҫлӑ ҫын эрех ӗҫмесӗр пурӑнаймасть имӗш.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.
Халь ӗнтӗ вӑл унта та вӑрах пурӑнаймасть.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
«Ӗнтӗ Васса ман алла лекмеллипех лекет. Тихон Ивановичпа пурпӗрех пурӑнаймасть вӑл», — шухӑшларӗ Павӑл.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ыттисем темле те, Таранов кирек хӑҫан та ҫырмалли ҫинчен шухӑшлать, унсӑрӑн пурӑнаймасть.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ун чухне, кӑнтӑр ҫитеспе, вӑл сумка ҫӗклесе гастронома уттарчӗ: писатель те ҫимесӗр пурӑнаймасть, унӑн та хырӑм валли кашни кун тенӗ пекех мӗн те пулин туянмалла.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑнпа та ун пек чӗлхепе калаҫакансен пӗчӗкренех урӑх чӗлхене вӗренме тивет, мӗншӗн тесен хальхи саманара темле сахал йышлӑ халӑх та ҫырулӑхсӑр пурӑнаймасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫын юратмасӑр, ӗҫлемесӗр пурӑнаймасть.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пирӗн организмра йӑлтах ҫыхӑннӑ, пӗри тепринсӗр пурӑнаймасть.Всё связано в нашем организме, и одно без другого не существует.
16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Шухӑшсене чун-чӗре, сисӗм-туйӑм патне ҫитерме пулӑшаканни вӑл — формӑ; формӑ пулмасан, содержани, каларӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнаймасть, кайӑка ҫунат кирлӗ пулнӑ пекех содержание те формӑ кирлӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
3) Мӑшӑр ниепле пӗрле йӗркеллӗ пурӑнаймасть, пӗчченшер лайӑхрах — уйрӑлаҫҫӗ.
Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336
Ҫав вӑхӑтрах чун киленӗҫӗсӗр те пӗр кун та пурӑнаймасть.
Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2
Чӑн-чӑн пурнӑҫа юратакан ҫын ӗҫсӗр пурӑнаймасть.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Этем тени, ачам, ӗҫсӗр пурӑнаймасть.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл, вӗри чунлӑскер, пӑлханмасӑр пурӑнаймасть ҫав.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Туртакан ҫын ватӑличченех пурӑнаймасть, ҫавӑнпа ӑна ыттисен пӑхса асапланма кирлӗ мар.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Айван терӗ ӑшра мӑрса, мана улталама шутлакан ҫын ҫӗр ҫинче виҫӗ кун та пурӑнаймасть.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хусан пирӗнсӗр пурӑнаймасть, эпир — Хусансӑр.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗмӗлтен тухтӑр килсе пӑхнӑ та: нумай пурӑнаймасть, вилет тесе каларӗ, тет.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Чирлӗ ҫын вӑрманта пурӑнаймасть.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.