Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартасшӑн (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Сана завхоза лартасшӑн мар-ши-ха, ҫавӑн пек калаҫкаланине илтрӗм.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Дубова вара тапӑнмаллипех тапӑнчӗҫ — вӑрман пунктне участок мастерне лартасшӑн ӑна.

Help to translate

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пичче пӳрт лартасшӑн.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ кӑнтӑралла пӑхтарса, ав, ҫавӑнта, картиш тепӗр енне лартасшӑн, — аллине тӑсса кӑтартрӗ Якур.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла ҫӗр, икҫӗр йывӑҫ лартасшӑн.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун вырӑнне сана лартасшӑн эп…

Help to translate

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, — терӗ мӑрса, — хальхинче эпӗ чӑвашсене хура юпа лартасшӑн мар, мухтасшӑн вӗсене.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял халӑхӗ чухлать пулӗ те-ха, пуҫлӑхсем лартасшӑн мар, — сӑмаха тӳртен кастарчӗ Туринке.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чиркӳ лартасшӑн, пирӗн киремет картине, чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкасшӑн.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ана палли те лартасшӑн.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унти пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе пыма чи маттур воеводӑсене уйӑрса лартасшӑн.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ Хусан ҫывӑхӗнче хула туса лартасшӑн.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗншӗн пире выҫӑ лартасшӑн вӑл.

Help to translate

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пахчари ҫӗре пусса йӑрансем тунӑ, темӗн лартасшӑн ӗнтӗ.

Зато огород ухожен, с приготовленными грядками: видимо, Фекла собирается здесь что-то посеять.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Такам туртса ҫӗлесе лартасшӑн пулнӑ та хал ҫитерейменнипе пӑрахнӑ тейӗн…

Будто кто-то хотел зашить, да смелости не хватило.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эсир маншӑн сӑмавар лартасшӑн мар пулӗ те? — тавҫӑрса илчӗ старик.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта Ятман кӑмӑла хуҫакан япала шыраса тупнӑ, «Атӑл» колхоза пачах пӗтерсе лартасшӑн…»

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Ятман ӑна куннинче Нилова пулӑшакан пулса ӗҫлеме лартасшӑн мар иккен, кӑшт вӗреннӗ хыҫҫӑн аслӑ тимӗрҫӗ тӑвасшӑн.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ авӑ сана бригадира лартасшӑн.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed