Шырав
Шырав ĕçĕ:
ирттерӗччӗ (тĕпĕ: ирттер) more information about the word form can be found here.
Хуть мӗнле судно пулсассӑн та тепри кун пек усал ҫанталӑка аванах чӑтса ирттерӗччӗ, анчах «Макари» шыв тӗпне чул пек анса кайӗ, мӗншӗн тесен палуба ҫине тулакан шыв тӑвӑр валаксенчен юхса ӗлкӗрейменнипе ӑна пушшех йывӑрлантарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хӑйӗн ӑнӑҫсӑр юратӑвӗшӗн кулянӗччӗ, пулни-иртнишӗн макӑрӗччӗ, ун ҫинчен йӑлтах манӗччӗ, вара… вара «ырӑ ҫынна» качча тухӗччӗ, лайӑх, ӑслӑ, тарават арӑм, ача амӑшӗ пулӗччӗ, мӗн пулни-иртнине хӗр ӗмӗчӗ вырӑнне ҫеҫ хурӗччӗ, хӑй ӗмӗрне пурӑнса мар, тӳссе ирттерӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл таса шухӑш-ӗмӗтпе ҫеҫ Штольцпа туслашнӑ пулсан тен, хӑйӗн намӑсне те хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗччӗ, тӳссе ирттерӗччӗ: этем теме те хӑнӑхать!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1