Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман пурӑнатпӑр, хӗненине тӳсетпӗр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретпӗр; 12. хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе, тар юхтарса тӑранса пурӑнатпӑр.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: 2. чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, 3. сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. 4. Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пурӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ, 29. хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тесе, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ.
Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1