Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Шуйттан сӑввисем» (акӑл. The Satanic Verses) — Салман Рушди Индире ҫуралнӑ Британи ҫыравҫин тӑваттӑмӗш романӗ, 1988 ҫулта Penguin Books издательствӑра тухнӑ, ҫавӑншӑн Иран аятолли Хомейни фетва кӑларса авторӗпе ҫак кӗнекене кӑларма хутшӑнакан пур ҫынна та вӗлерме йышӑну кӑларнӑ.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Шӑпах ҫавӑншӑн эпир, хисеплӗ ентешсем, суйлав участокӗсене пурте пӗр ҫын пек пуҫтарӑнса пырӑпӑр.Вот для этого, дорогие земляки, мы как один придем на избирательные участки.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ӑна ҫавӑншӑн пысӑкран та пысӑк тав.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Эпир ҫавӑншӑн ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫавӑншӑн кӑна тӑрӑшса ӗҫлерӗн-и вара эсӗ?
5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Пӗркун ун урокӗнче, теплерен-ҫке, тетрадь уҫса пӑхрӑм та, ҫавӑншӑн мана хытах асӑрхаттарчӗ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Унта сан пуласси выртать, ача ӳсет унта сан, ҫавӑншӑн савӑнмалла пултӑрах.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Мӗн шухӑшласа пуҫ вататӑп-ха эпӗ ҫавӑншӑн? — тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Ҫав кулакпа мӗн калаҫмалли пур? Районта хӑратса ячӗҫ пуль-ха, ҫавӑнпа капкӑнне те илмерӗ, кашкӑр шухӑшӗ мар пуль-ха ун. Перес те пӑрахас», — текелесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳртелле кӗчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗнле ҫеҫ тав тумарӗ пуль ҫавӑншӑн Кулюкка ашшӗ Ҫӗпритуна — виҫӗ ҫулхи вӑкӑрне парнелерӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи закон тӑрӑх, суда памалла сана ҫавӑншӑн!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗррехинче нӑках лекнӗ вара ҫавӑншӑн Куҫука.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫавӑншӑн Ҫӗпритунпа ҫапӑҫсах вилӗр ӗнтӗ эпӗ кайсан.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем пек савӑнчӗ ҫавӑншӑн Улька.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫавӑншӑн сире сӗнӳ пама хӑятӑп: ресторана кайӑпӑр та, унти уйрӑм пӳлӗмре ман хуҫа сирӗнпе мӗнле ӗҫ тума шутлани ҫинчен каласа парӑп.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн сана пӗчченех кӗтсе илтӗм.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн унӑн лаша тата ҫителӗклӗ ҫӑкӑр-тӑвар пур.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн ун валли тепӗр интерес тупӑнчӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн хӗрарӑмӑн чиркӳ алтарьне кӗме, сылтӑм енне тӑма та юраман.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн сана кӗҫӗр пӗр чӑваш курман хӑват кӑтартӑп.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑншӑн ӑна вилӗмле ҫапӑҫӑва чӗнме тивӗҫчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.