Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырсарникунсемпе праҫник кунӗсенче те ҫак ӗҫчен кӑткӑсем лӑпланса лармаҫҫӗ: ун чухне кухньӑра ҫӗҫӗсемпе шаклаттарни тӑтӑшрах та вӑйлӑнрах илтӗнсе тӑрать; хӗрарӑм темиҫе хутчен кухньӑран кӗлете кайса килет, ҫӑнӑхпа ҫӑмарта ытти кунхисенчен икӗ хут ытларах ҫӗклет; кайӑк-кӗшӗк картинче унчченхинчен ытларах ҫухӑрашни илтӗнет, ытларах юн юхать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
11. Усал ҫын усал ӗҫне тата тутӑр; ирсӗрри тата ытларах ирсӗрлентӗр; тӳрӗ ҫын тата ытларах тӳрӗ ӗҫ тутӑр, таси тата ытларах тасалтӑр, терӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иҫӗм хунавӗсене ҫыха-ҫыха, ҫапла юрлать вӑл, майӗпен аялалла анса пырать, ытларах та ытларах ҫывхарать патша тӑракан чул стена патне.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унӑн ҫил-тӑвӑла ҫаврӑннӑ кӑшкӑрашӑвӗнчен ытларах та ытларах, вӑрӑм та ҫинҫе ҫӗҫӗ пек йӑлтӑртатса, хӑрушӑ сӑмах янраса каять:Из бури ее слитных криков все чаще раздается, сверкает, точно длинный, гибкий нож, шипящее слово:
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тепӗр ҫын ҫине нихҫан та унӑн ырринчен усалли ытларах тесе ан пӑх — ырри унӑн ытларах тесе шухӑшла — вӑл тӗрӗссипех ҫапла пулӗ!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫакнашкал «шухӑша каякансем» вырӑс ҫӗрӗ ҫинче нумайӑн, вӗсем пуринчен те ытларах телейсӗр, мӗншӗн тесен, ӑс-хакӑлӗ суккӑр пирки, вӗсене йывӑр шухӑшӗ ытларах пуснӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫиелтен пӑхсан, Коновалов пӗтӗмпех чӑн чӑн ҫапкаланчӑкахчӗ; анчах ӑна мӗн сӑнанӑҫем ытларах та ытларах ҫакна куртӑм; вӑл ҫав питӗ те ӗмӗтсӗр, хапсӑнчӑк, питӗ усал та, ҫав хушӑрах ӑссӑр та мар ҫынсем хушшинче — хӑйсене тахҫанах класс вырӑнне шутламалли ҫынсем хушшинче — уйрӑмрах тӑрать; ҫакӑ мана босяксем ҫинчен урӑхла шухӑшлаттарма тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне мана юратнинчен ытларах юратать, эпӗ Раддӑна хамӑн ирӗклӗхе юратнинчен те ытларах юрататӑп, ҫавӑнпа та эпӗ Раддӑна ӳксе пуҫҫапас терӗм, вӑл мана ҫапла хушрӗ, унӑн илемлӗ маттур йӗкӗте — Лойко Зобара епле парӑнтарнине пурте курччӑр; Раддӑна куриччен Лойко хӗрсемпеле, хӗрен кӑвакалсемпе епле вылять, ҫавӑн пекех вылятчӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ачасем ытларах та ытларах пухӑнчӗҫ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне ытларах та уҫҫӑнрах ӑнланнӑ, тата ытларах ҫынсенчен пытарнӑ, чӗмсӗрленнӗ, шухӑша каякан пулнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчах вӗсем нихҫан та канӑҫ памасан: тунсӑх ытларах та ытларах пӑшӑрхантарма пуҫласан? — ыйтрӗ Ольга.— А если они никогда не отстанут: грусть будет тревожить все больше, больше?.. — спрашивала она.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ енӗн те чӗрисем ытларах уҫӑлса пычӗҫ: хирӗҫӳсем, иккӗленӳсем пӗтрӗҫ, е ытларах уҫӑмлӑ та ырӑ ыйтусене вырӑн пӑчӗҫ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга, ун ҫине ӗнерхи пекех, анчах тата ытларах интересленсе, ытларах ырӑ сунса пӑхрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— А эпир кама та пулин тӗкӗнетпӗр-и ҫак? — мана ытларах та ытларах шанса, малалла калаҫрӗ вӑл.— А мы разве трогаем кого-нибудь! — продолжала она, проникаясь ко мне все большим доверием.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑрман майӗпен сайралса пычӗ, ҫӗр йӑшма тытӑнчӗ, тункатасем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ.лес редел понемногу, почва опускалась и становилась кочковатой.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Юр ытларах та ытларах ҫӑвать, Куликово уйӗн хура тӑприне тин килекен хӗл хӑйӗн шурӑ, таса виттипе витет.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Ярославльти таса мар гостиницӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнче чухне кӑвак хутран тунӑ чӳрече карӑмне ҫӗклесе ҫак телеграммӑна темиҫе хут вуланӑ вӑхӑтра, хамӑн Катьӑна шырасси пӗтӗмпех арпашӑнса кайни, ӑна час курас шанчӑкӑм ҫукки мана самай кӳрентерчӗ, — ытларах та ытларах пӑшӑрханакан пултӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Фашистла авиаци хӑйӗн бомбардировщикӗсене ытларах та ытларах ярать, Мурманск, Орша, Могилёв, Смоленск, Киев, Одесса, Севастополь хулисене аркатать…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл, Нансен пекех, куҫакан пӑрсемпе ытларах та ытларах ҫурҫӗрелле каясшӑн, унтан йытӑсемпе полюса ҫитесшӗн пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951