Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫын шутӗнчех темӗн хамӑр, — хӑй ӑссӗн калаҫрӗ вӑл ӑшӗнче.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ҫавӑн пек ҫынсем ҫинчен шутласан, мана хӑрушӑ пулса каятчӗ, вӗсен шутӗнчех хам та пулнине аса илсен — пушшех те…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Хам ҫав вӑхӑтра лайӑх туятӑп: кусем — вӗсен шутӗнчех хам та — пурнӑҫ каяшӗсем.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ула Тимӗр ку тӗлӗшпе «хӳрере ҫапкаланаканнисен» шутӗнчех пулмарӗ: пӗрремӗш семестрти экзаменсене вӑл «4» тата «5» паллӑсемпе ҫеҫ тытрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Юлашки ҫулсенчи ансат мар условисенче те Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗп тӗллеве - чухӑнлӑх шайне чакарассине - тивӗҫтерес ӗҫ пирӗн яваплӑх шутӗнчех пулчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Владимир Герасимов та вӗсен шутӗнчех.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Республикӑри халӑх пурӑнакан мӗнпур вырӑна тирпей-илем кӗртни тата кивелсе ҫитнӗ коммуналлӑ инфратытӑм (вӑл мӗнлерех шайра пулни пирӗн ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗпе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ) системисене ҫӗнетес енӗпе пуҫарса янӑ ӗҫ те кирлисен шутӗнчех.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ҫурчӗ пирки каласан вара, вӑл Рим хулинче те капӑр ҫурт шутӗнчех тӑма пултарать.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Эпӗ хам та ҫавнашкал ҫынсем шутӗнчех пулнӑ.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Шӑматкунсенче вара, ҫӗнӗ ҫӳп-ҫап куписене кӑларса тӑксан, ача-пӑчасен канма пӗлмен ушкӑнӗ, вӗсен шутӗнчех Тёмӑпа Иоҫка та, ҫав купасем патне савӑнса пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Петербургра Хӗрлӗ гварди отрячӗсем тума тытӑнсан, Сергунько чи малтанхи ҫынсем шутӗнчех ӗнтӗ Нарва районӗнчи отряда ҫырӑннӑ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӗсен шутӗнчех Максим Дормидонтович Михайлов та.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Аттене тӑван ҫӗршыв енче пӗтереймен ӗҫӗсем (вӗсен шутӗнчех чӑваш чӗлхин словарӗ пулнӑ) туртнӑ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Унӑн пӗтӗм шалуне графасем тӑрӑх питех те йӗркеллӗн салатса, лартса тухнӑччӗ, вӗсен шутӗнчех уйрӑм вексельсемшӗн тытнисем те пурччӗ; подпоручикӑн вара пӗр пус илесси те пулмарӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл ҫак хуларан кайнӑ депутаци мӗнле сумлӑ ӗҫ туни ҫинчен калама тытӑнчӗ, ҫав депутаци шутӗнчех хӑй те пулнӑ-ҫке.Он стал с жаром рассказывать о подвиге, совершенном депутацией, в составе которой был и он.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хальхинче Алешӑна та сунарҫӑ шутӗнчех пӗрле пыма ирӗк панӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи, чӑваш литературипе вырӑс литератури ун чухне тӗп предметсен шутӗнчех пулнӑ.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
31. Давида, хыпар ҫитерсе, ҫапла каланӑ: Ахитофел та Авессаломпа каварлашнисен шутӗнчех, тенӗ.31. Донесли Давиду и сказали: и Ахитофел в числе заговорщиков с Авессаломом.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Икӗ ҫынни тапӑртах юлнӑ: пӗри — Елдад, тепӗри Модад ятлӑ пулнӑ; Сывлӑш хӑвачӗ вӗсем ҫине те куҫнӑ [вӗсем суйласа илнӗ ҫитмӗл ҫын шутӗнчех пулнӑ, кӗлӗ чатӑрӗ патне ҫеҫ пыман], вӗсем те тапӑрта пророкла калаҫнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1