Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрлӗрех (тĕпĕ: хӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Хӗрлӗрех тӗслӗ тӑпра ҫинче вӑл тӗмӗсем уйрӑмах тӗксӗм-симӗсӗн курӑнса лараҫҫӗ.

Они резко выделялись темной зеленью на красноватой почве.

Чей плантацийӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑш-пӗр чухне тата йывӑҫ турачӗсем хушшинче пакшан хӗрлӗрех тӗслӗ кӗрӗкӗ курӑнса каять.

Порой мелькает среди ветвей деревьев рыжая шубка белки.

Хутӑш вӑрманта // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ун умӗнче, чӑн та, тӗксӗмрех сӗмлӗ кушак тӑрать, кун ҫутипе курас пулсан — вӑл хӗрлӗрех тӗслӗ пулмалла.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сухвин пичӗ малтанхинчен хӗрлӗрех.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӑпри кӑпӑшка иккен кунта, — хӗрлӗрех тирӗслӗ тӑпра.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗр ҫулҫӑ, хӗрлӗрех сарӑскер, ура айне ӳкесрен шикленсе-ши, витре хӑлӑпӗнчен ҫакланчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кашнин хӑйне евӗрлӗ тутӑр: хурӑнӑн — сап-сарӑ, вӗренен — хӗрлӗрех сарӑ, йыт ҫӗмӗрчӗн — кӗрентерех кӑвак.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫех Ларисӑна та леш хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ каччӑ Украинӑна илсе кайрӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Лариса килӗштернӗ каччӑ ҫинҫерех кӗлеткеллӗччӗ, хӗрлӗрех сарӑ ҫӳҫлӗччӗ, типшӗм питлӗччӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫне тирпейлӗн пуҫтарса тутӑр ҫыхнӑ, вӑрӑм аркӑллӑ тӗксӗмрех кӗпе тӑхӑннӑ — ун ҫине хуйхӑ татӑлса анни пӗрре пӑхсах паллӑ темелле.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине усӑннӑ хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ чӳречерен ӳкекен хӗвел ҫутинче тапхӑр-тапхӑр ҫулӑм пекех хӗмленсе илет.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ульяна, хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫне хулпуҫҫийӗ ҫине лӑстӑр усӑнтарнӑскер, пӳлӗм урайне ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакӗпе шаклаттарса малалла иртрӗ, пукан ҫине ларчӗ:

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ ҫара хулпуҫҫийӗ ҫине лӑстӑр усӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Малти юланутҫӑ — чӑп-чӑмӑр питлӗ хӗрлӗрех сӑнлӑ, хӗр пек чипер те каҫӑр сӑмсаллӑ ҫамрӑк — тимӗр-кӑвак утне чарчӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗшӗ (пӗри пӑрӑнчӑк куҫлӑ, тӑмана ӗренкеллӗ, чанккама ураллӑ; тепри йӑпар пит-куҫлӑ) милиционерсем тӑхӑнакан тумпа, тепри, тӑсмакрах хӑрпашка питли, тӑрна мӑйли, тӳрткен сӑмсалли, хӗрлӗрех ҫӳҫне кӑшӑлласа кастарни, ҫара пуҫӑн, тӳмисене хура галстукпа хупланӑ нейлон кӗпепе, хура брюкипе, уринчи туфлийӗ хур лаппине аса илтерет.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ пулас.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӗкеҫ евӗрлӗрех пек, хӗрлӗрех хӑмӑр тӗслӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн Матвей Захарч кӗпине улӑштарчӗ, ҫап-ҫаврака кастарнӑ хӗрлӗрех мӑйӑхне, пуҫ тӳпинчи темиҫе пӗрчӗ ҫӳҫне пӗчӗк турапа якатрӗ.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed