Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрамарӗ (тĕпĕ: хӑра) more information about the word form can be found here.
Якур ыттисенчен кая хӑрамарӗ пулин те, ҫынсем тарма пуҫланине усӑ курса, сӗтел ҫинче кӗмӗле йӗкӗрлесе илме ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн нихҫан чухламан вӑй-хӑват пуррине туйнипе Миххана тӗл пуласран та хӑрамарӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах лешӗ нимӗнрен те хӑрамарӗ пулас.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑшӑ куҫсем ырласа хавхалантарни кирлӗ пулмарӗ ӑна, кам та пулсан сивӗ куҫпа сивлесрен те хӑрамарӗ вӑл, хӑй шухӑшӗсене каласа пӗтересшӗн ҫеҫ пулчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл кам та пулсан хӑйне хирӗҫлесе каласса кӗтрӗ, хирӗҫлесе каласран пӗрре те хӑрамарӗ, пӗрех ҫиелте пуласса шанчӗ, ҫавӑнпа васкамасӑр тумланчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑрарӗ — ҫав тӗрӗслӗх ытла та йывӑр пулнинчен, хӑрамарӗ — ҫав тӗрӗслӗхе уҫса парса, хӑйне хӑй ҫӗнтерме вӑй ҫитернипе.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл тепӗр самантранах ҫак блокнот ҫине тӗрӗслӗх ҫырӑнассине туйрӗ, ҫавӑншӑн хӑрарӗ те, хӑрамарӗ те.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Унӑн куҫӗсенчен час-часах куҫҫуль юха-юха анчӗ, вӑл ӑна шӑлмарӗ: ҫумра ларакансем сисесрен те хӑрамарӗ

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӗлӗнмелле: амӑшӗ эпир пӑрӑвӑн мӑйӗнчен тар ҫыхнине курчӗ, унӑн шӑршине сисрӗ пулсан та, хӑрамарӗ, пирӗнтен тармарӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппан полицейскисем хирӗҫ тӑма хатӗрленнннчен хӑрамарӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тутарла чӗннӗрен пуль, ҫын хӑрамарӗ, асӑрханкаласа кӗҫӗн алӑка уҫрӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне ҫыхса пӑрахнӑ пулин те ватӑ хусах вырӑссенчен питех хӑрамарӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн пӑятамӗ тухса каймарӗ-ха, анчах Нухрат старикрен нимӗн чухлӗ те хӑрамарӗ ӗнтӗ.

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Катемписенчен вӑл та пачах хӑрамарӗ.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Лере пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухасран та хӑрамарӗ.

Его не смущало и то, что может возникнуть какая-нибудь неожиданность.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа питех хӑрамарӗ те вӑл Мамич-Бердейрен.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Тукай мӑрса Ахтупайпа Ятламасӑн вӑрӑм сухалӗсенчен хӑрамарӗ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аспар ухӑпа пенине курсан хӑрамарӗ те, ҫилленмерӗ те.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ав кур, ҫапӑҫатпӑр тенинчен те хӑрамарӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та мӗнле-ха Ахтупай унта канма лармашкӑн хӑрамарӗ: ку вырӑн киремет карти шутланать-ҫке, ун ҫывӑхӗнчи ватӑ йывӑҫсем пурте киремет йывӑҫҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed