Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑракан (тĕпĕ: хӑра) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтанпа эпӗ манран Ноннӑна кам та пулин илсе каясран хӑракан пултӑм…

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫиелтен пӑхма йӑваш Иван, ӗлӗкрех арӑмне хирӗҫ чӗнме хӑракан упӑшка, халӗ вут-ҫулӑм витӗр тухса килнӗскер, арӑмӗн чӗрине ҫапла амантса хӑварасса кӗтме пултарнӑ-и-ха Ҫимун?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шиклентерет, паллах, анчах та хӑракан шухӑшсене айккинелле сирме тӑрӑшатӑп.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Е хӑй пекех аҫа-ҫиҫӗмрен хӑракан тантӑшӗсем патне кӳрше тухса чупатчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ ҫын куҫӗ ним ҫук ҫӗртенех темтепӗр курать, — хӑракан ҫын куҫӗ пысӑк тенӗ.

Help to translate

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗчченлӗхрен хӑракан ҫын — тӑр-пӗччен.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах унӑн ҫинҫе сассинчен ҫичӗ ют вутран хӑранӑ пек хӑракан пулнӑ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туйри этем, куракан, Тӗлӗнет те тилмӗрет, Вӑтанакан, хӑракан, Тӳпелешсе сирӗлет.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл хӑйпе пӗрле темӗнле ҫӗнӗ хӗлхем, ҫӗнӗ илем илсе килчӗ, тахҫантанпах участокран тухса тарма ӗмӗтленнӗ хӗр ҫак шухӑшран хӑракан пулчӗ.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗн ачаранпах шапасенчен хӑракан Марук пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Петр Васильч тарӑхса кайрӗ: «Ан юнӑр, Александр атте, эпӗ хӑракан йышши мар, мана нумай хӑратнӑ», — тесе хирӗҫ тавӑрчӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах юлашки 15-20 ҫул хушшинче юман час-часах хӑракан, чирлесе типекен пулчӗ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫӗрле ҫӳреме хӑракан вӑрӑсем те пур-мӗн.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑракан йышшиех пуль… — пӑшӑлтатрӗ Санюк.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йывӑр чирпе асапланакансене хӑйӗн аллипе сӗртӗннипех сыватма пултарнӑ, куҫпа пӑхса хӑракан йывӑҫсене чӗртнӗ, ваттисене ҫамрӑклатма, йӗкӗтсемпе ҫылӑха кӗнӗ хӗрсене тытамак чирӗ ертсе асаплантарма пултарнӑ тата тем те, тем те тума пултарнӑ вӑл, тет.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кӳршӗ ялсем Яшмана хӗр калаҫма ҫӳреме хӑракан пулнӑ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре вӑрманта хӑвӑн кӗлмӗҫ ҫыннусемпе намӑс кӑтартрӑм та, халь Тукай мӑрса манран хӑракан пулчӗ тетне?

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапхаран картишне кӗме хӑракан Макарун Павӑлӗн пуҫӗ курӑнать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Юнашарах — ҫутӑран хӑракан эмелсем усрама ятарласа тунӑ пӳлӗм.

Help to translate

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Эпӗ ку вырӑнтан иртсе ҫӳреме те хӑракан пултӑм.

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed