Chuvash Bilingual Corpus

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах the word is in our database.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) more information about the word form can be found here.
Баймакова ҫуртне тахҫанах тӗпренех юсамалла пулнӑ, анчах Алексей ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман.

Дом Баймаковой давно требовал солидного ремонта, но Алексей не обращал на это внимания.

II сыпӑк // .

Петр дворник тӗрӗс каланине ӑнланчӗ, вӑл ӑна хӑй те шӑллӗн кӑвак куҫӗсем Наталья ҫине тунсӑхласа пӑхнинчен, Никита уншӑн пӗрмай тӑрӑшнинчен тахҫанах асӑрханӑ.

Пётр понимал, что дворник говорит правду, он сам давно уже смутно замечал её во взглядах синих глаз брата, в его услугах Наталье, в мелких, но непрерывных заботах о ней.

I сыпӑк // .

Амӑшӗ хӑйӗн хӑтипе ҫыхланса кайнине хула ҫыннисем тахҫанах пӗлнӗ, вара, ҫакӑншӑн ӑна хыттӑн сивлесе, унран аяккалла пӑрӑннӑ, ятлӑ ҫынсем хӑйсен хӗрӗсене, Наталья тусӗсене, Наталья патне — аскӑн хӗрарӑмӑн хӗрӗ, ютран килнӗ темле мужикӑн кинӗ мӑнкӑмӑллӑ та чӗмсӗр упӑшкан арӑмӗ патне ҫӳреме чарнӑ; хӗр чухнехи пурнӑҫӑн пӗчӗк савӑнӑҫӗсем халӗ Натальйӑшӑн ҫав тери пысӑк та илемлӗ пулнӑ пек туйӑннӑ.

Город давно знал о её связи со сватом и, строго осудив за это, отшатнулся от неё, солидные люди запретили дочерям своим, подругам Натальи, ходить к ней, дочери порочной женщины, снохе чужого, тёмного мужика, жене надутого гордостью, угрюмого мужа; маленькие радости девичьей жизни теперь казались Наталье большими и яркими.

I сыпӑк // .

Петр арӑмӗн шуралса кайнӑ, асаплӑ, палламалла мар улшӑннӑ пичӗ ҫине шиклӗн пӑхрӗ, арӑмӗн ывӑннӑ куҫӗсем кӑвакарнӑ тата путса аннӑ, вӑл ҫынсемпе япаласем ҫине тахҫанах маннӑ ӗҫсем ҫинчен аса илнӗ пек пӑхать; чӗлхине хуллен ҫеҫ хускаткаласа, вӑл ҫыртса пӗтернӗ тутисене ҫулла-ҫулла илет.

Пётр пугливо смотрел в бескровное, измученное, почти незнакомое лицо жены; её усталые глаза провалились в чёрные ямы и смотрели оттуда на людей и вещи, как бы вспоминая давно забытое; медленными движениями языка она облизывала искусанные губы.

I сыпӑк // .

Акӑ, юлашкинчен, Петршӑн тахҫанах кӗтнӗ йывӑр кун килсе ҫитрӗ.

И вот наступил для Петра большой, трудный день.

I сыпӑк // .

Ҫил-тӑвӑл пулман пулсан, провод тахҫанах проливра пулнӑ пулӗччӗ.

Если б не буран, провод был бы уже на проливе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Вӑл пулман пулсан, трассӑн тахҫанах ҫыхӑну пулатчӗ.

Если бы не он, давно бы трасса имела связь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Эпӗ тата Батмановпа пӗрле пулма, вӑл мӗнле ӗҫленине курма, вӗренме тахҫанах ӗмӗтленеттӗм…

И давно мечтал я побыть с Батмановым, поглядеть, как он хозяйствует, поучиться…

Вуннӑмӗш сыпӑк // .

Ман пурнӑҫра ун пек ӗҫ тахҫанах пӗрре пулнӑччӗ, анчах ун чухне ӗҫӗ пӗчӗккӗччӗ.

У меня был когда-то похожий случай, правда, в малом масштабе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

— Алексей туртса яма хӑтланчӗ, анчах пирусӗ унӑн тахҫанах сӳннӗ пулнӑ.

— Алексей попробовал затянуться, но папироса его давно погасла, и он напрасно терзал ее губами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

Тӗлӗкре пулас, тахҫанах ашшӗ каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ:

И должно быть, уже во сне вспомнились ему давние слова отца:

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

Тахҫанах ӗнтӗ Кузьма Кузьмич, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлӗ — Володя хыҫҫӑн тата унран вӑрттӑн, «ӳтпе чуна ҫамрӑклатас» тесе ирхине гимнастика тукаланӑ.

Когда-то Кузьма Кузьмич, по примеру своего племянника Володи и втайне от него, делал по утрам гимнастику, «чтобы тело и душа были молоды».

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

Тахҫанах, ачаранпах, вӑл ҫӗнӗ вырӑнсене тата ҫӗнӗ ҫынсене пӗлесшӗн пулнӑ.

Издавна, с детства, он любил узнавать новые места и новых людей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Ун пек май пулнӑ пулсан, эпӗ тахҫанах фронтра ҫапӑҫнӑ пулӑттӑм.

Так-то я давно бы на фронте воевал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Ниушлӗ эсӗ кивӗ тата ҫӗнӗ специалистсем ҫинчен тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ калаҫусене ҫӗнӗрен тапратса ярасшӑн?

Неужели ты хочешь возобновить давно заброшенные разговоры о старых и молодых специалистах?

Улттӑмӗш сыпӑк // .

Хӗрарӑмсен совечӗ пирки эпӗ тахҫанах шухӑшласа пӑхрӑм, хамӑн юратнӑ халапа арӑма каласа ӳкӗте кӗртрӗм те пулас.

О женсовете я думал и, кажется, уже доказал жене свой любимый тезис.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Манӑн Коля маттур, пур ачасемшӗн те пысӑк авторитет — унсӑрӑн эпӗ тахҫанах ураран ӳкнӗ пулӑттӑм! —

У меня Коля молодец, большой авторитет для всех ребят — без него я бы давно с ног сбилась! —

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // .

Ун чухнехи тискер кайӑксем тахҫанах ҫук ӗнтӗ, анчах тайга ҫав-ҫавах ларать.

Этих зверей давным-давно нет, а тайга все такая же.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // .

Эпир ӑна тахҫанах вӑрмана ярсаттӑмӑр.

Его мы давно уже переправили в лес.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // .

Вӑл тахҫанах пулнӑ та, маннӑ.

Но это было давно, потому я и забыла.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed