Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ хамӑр тавраналла кӑна ҫаврӑнса пӑхар-ха, мӗн курнине ӗлӗкхипе кӑштах танлаштарар-ха!
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Лӑпкӑ каҫсенче шухӑшласа ларма юратаканскер, Петӗр, пӗччен юлсан, тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрать-ха, ун тавра ҫӳллӗ тирексем кашласа ӳсеҫҫӗ — килен-каяна канма аван, курӑкӗ те ем-ешӗлех, хур-кӑвакалсем ку тавраналла килсе курӑка вараласа кайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юлашкинчен тӳсеймерӗ вӑл, сӑхманне сирсе тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗве варринчен тавраналла вӗтӗ хумсем ункӑланса йӑрӑлтатрӗҫ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле тавраналла пӑхкаларӗ, курман куҫӗсемпе темӗн шырарӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ача куҫне чӗлтӗр уҫнӑ та тавраналла, темле хытӑ тӗлӗннӗ пекех, тинкерет.
Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Якур тавраналла тинкерет, тинкерет.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл каялла ҫаврӑнса тӑчӗ те чылайччен тавраналла тӗмсӗлсе пӑхрӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вара динамиксем, ҫил шавне ҫӗнтерсе, ун сассине малалла сапаларӗҫ тавраналла:
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тен, санӑн чӑнах та хӑвӑр тавраналла кайса килмелле пулӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем учӗсем ҫинче ҫуралнӑ пекех лараҫҫӗ, тавраналла мӑнаҫлӑн пӑхаҫҫӗ, сиккипе кайма паллӑ парасса кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Куҫ хупанкийӗ тӗксӗм пӗлӗт пек тӗксӗм те хура, калӑн ҫав, вӑл ҫапла тавраналла хӑмсарса хӑй ҫине килекен инкеке хуса яма ӗмӗтленет, тейӗн.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗҫех ҫурӑсем вӑй илсе, папкаланса, паркаланса, йӑрӑлансах кайрӗҫ, куҫӗсене уҫнӑ-уҫманах йӑвана пӑрахса хӑварса тавраналла мӑкӑль-мӑкӑль мӑкӑлтатма пикенчӗҫ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Ак, ак, пӗрин куҫӗ, унччен тавраналла уй шӑрчӑкӗ пек тринк! тринк! сиккеленӗскер, сасартӑк ман янахран вӑнк! «ҫакланчӗ те», чалл! ҫуттӑн «сиксе тухрӗ»…
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Татах ларкаларӗ вӑл пӑсӑрланакан вучах вырӑнӗ умӗнче сӗнксе, чӗмсӗрленсе, унтан пуҫне вӑрах ҫӗклерӗ те куҫне тавраналла тӑн-тан сапаласа ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, хӑй айне чӗрӗ чӑрӑш тураттисем хурса, ҫӗр ҫине ларчӗ, куҫӗсене кӑвайт ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан вӗсене аяккалла, тавраналла вӗҫтерсе ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тавраналла ҫаврӑнса пӑхрӑм та, ырӑ кӑмӑллисем темӗн чухлех.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Хӗрнӗ тимӗрӗн хӑйпӑкӗсем тавраналла ҫуталса сирпӗнеҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Кӑшт ҫӳлерех хӑпарса, ҫӳҫен тӗми ҫине выртса шыв ӗҫрӗм те тавраналла тинкертӗм.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.