Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунхине Ирина смена тӑршшӗпех, ӗҫ йӗркелӳ мелӗсемпе, пулас ҫуртӑн вӑл е ку залпа пӳлӗмӗсен вун-вун чертежӗпе паллашрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӗсен ҫемйи пурӑнакан пӳлӗм-хваттер пӗрремӗш класра вӗренекен ачасен пӳлӗмӗпе юнашарах, вӗсен, пӳлӗмӗсен, хушшинче маччанах тӗкӗнесле ҫӳллӗ, мозаикӑлла эрешлесе пӗтернӗ, хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланӑ йывӑҫ алӑк пур.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Саншӑн хан пӳлӗмӗсен алӑкӗсем яланах уҫӑ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра ҫакӑн пек подразделенисем тума палӑртнӑ: малтан йышӑнмалли тата пӑхса тухмалли пӳлӗмсен ушкӑнӗ, луч (рентген) диагностика пӳлӗмӗсен блокӗ, педиатри тата терапи уйрӑмӗсем, клиникӑпа диагностика лабораторийӗ, сиплевпе диагностика кабинечӗсен блокӗ, тухтӑр-инфекционист йышӑнакан пӳлӗм, хирурги кабинечӗсен блокӗ.
Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/
Ытти пӳлӗмӗсен алӑкӗсене тимӗр ҫӑрапа питӗре-питӗре илнӗ, тет.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Манах пӳлӗмӗсен чӳречисем каҫхи тӗттӗме тинкерсе пӑхакан куҫсем пек туйӑнаҫҫӗ.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
13) ҫуртсен, хуралтӑсен, сооруженисен, ҫӗр участокӗсен саккунлӑ хуҫисем (нумай хваттерлӗ ҫуртсен пӳлӗмӗсен хуҫисем тата (е) саккунлӑ ытти хуҫисемсӗр пуҫне, енчен те вӗсен ҫурчӗсем айӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене йӗркелемен е ҫав ҫӗр лаптӑкӗсене ҫавнашкал ҫуртсен чиккисемпе йӗркеленӗ пулсан) хӑйсен ҫывӑхӗнчи территорисене тытса тӑма хутшӑнас, ҫав шутра финанс енӗпе хутшӑнас ӗҫе;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
Ванна, туалет пӳлӗмӗсен алӑкӗсем ирӗккелле уҫӑлмалла, шалалла мар.
Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
9. Тулашне тухакан айккинчи пӳлӗмсен стени пилӗк чике сарлакӑш, Турӑ Ҫурчӗн айккинчи пӳлӗмӗсен ҫумӗнче уҫӑ вырӑн пур.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ку хапхан та айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — ытти хапхасенни пекехчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хапхан айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те леш виҫеллех пулчӗҫ.33. И боковые комнаты их, и столбы их, и притворы их были той же меры.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — леш виҫеллех.29. И боковые комнаты их, и столбы их, и притворы их - той же меры.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пӳлӗмӗсен умӗнче пӗр чикеллӗ хысак, тепӗр енче те пӗр чикеллӗ хысак; ҫак пӳлӗмсен пӗр енӗ — ултӑ чике, тепӗр енӗ те — ултӑ чике.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кашни айккинчи пӳлӗмӗн тӑршшӗ пӗр шалча, сарлакӑшӗ пӗр шалча, пӳлӗмӗсен хушши пилӗк чике, хапха пӑлтӑрне илсе тухакан хапха пусахи те шалта пӗр шалчах пулчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1