Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗни (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Юлашки вӑхӑтра Розалия Ермолаева «Шыва кӗни», «Чӑваш хӗрӗсем — тӗрӗ ӑстисем», «Тулӑх пурнӑҫ» ятлӑ картина ҫырас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Европӑра кит тытас ӗҫ йӑлана кӗни ҫинчен пирӗн эрӑри 800–1000 ҫулсем тӗлнелле Скандинавири норвежецсенчен пӗлетпӗр.

Ранние свидетельства о регулярном китобойном промысле в Европе приходят от норвежцев из Скандинавии около 800—1000 годов н. э.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫав кунах вара, кӑнтӑрла иртсен, нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗни ҫинчен радиопа пӗлтереҫҫӗ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хӗрелсе кайрӑм ҫав: те сивӗрен кӗни пӗтмен, те хам ҫапла хытӑ пӑлханатӑн.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка хапхаран лашапа кӗни курӑнчӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван мӗнле вӑрҫа кӗни, тыткӑна лексе тарни, фронт урлӑ каҫни, госпитальте выртни ҫинчен пӗтӗмпех йӗркипе каласа пачӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти пушар дружинин начальникӗ Натюк аппа хапхаран кӗни курӑнчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата вӗсене Ҫтаппан тухманни, Макҫӑм та ҫенӗке каялла кӗни тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яла мур пырса кӗни те хӑрушӑ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Полицейскисем кӗрсе тухни ним инкек кӳмерӗ пулин те, хӑравҫӑланса намӑса кӗни ӑна вут ҫине пӑрахнӑ пекех ҫунтарчӗ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха пырса кӗни Платуна хӑратса пӑрахрӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑше хута кӗни Якурӑн ҫиллине татах вӗскӗртрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пырса кӗриччен кӑштах маларах Лукарье патне Мавра килсе кайнӑ та, ӗнер упӑшки Анук патне кӗни ҫинчен пӗлтерсе, ун кӑмӑлне пӑтратса хӑварнӑ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынран йӗлпӗрсе кулма юратакансем те тупӑнчӗҫ, вӗсем Михха Анук патне кӗни ӑнсӑртран маррине ӗненчӗҫ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ҫине тӑрсах Ҫтаппан хутне кӗни ӑна кулӑшла туйӑнчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ арҫын, алӑк тулашӗнче юри сыхласа тӑнӑ пекех» ытла хӑвӑрт кӗни Ҫтаппана тӗлӗнтерчӗ пулсан та, вӗсем мӗн шухӑшланине тавҫӑрайман пирки, хӑй хутне кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен цирка ҫӳремен этемсем, пуринчен ытла вӑрӑм сӑхманлӑ та тӑлапа ҫӑпата сырнӑ этем, пырса кӗни куракансем хушшинче кулӑшла калаҫусем хускатрӗ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмахран, пӗрремӗш калава «Ачалӑхӑм» мар, «Мунча кӗни» тейӗттӗм.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Унсӑр пуҫне грек сутуҫисем ҫак тӑрӑха килсе кӗни кушитсемшӗн нил суту-илӳ маршручӗн пӗлтерӗшне чакарнӑ, капла вӗсем Хӗрлӗ тинӗс хӗрринчи грексен колонийӗсемпе суту-илӳ тума пултарнӑ.

Кроме того, появление греческих торговцев в этом регионе значило для кушитов уменьшение зависимости от нильского торгового маршрута, теперь они могли торговать с греческими колониями на побережье Красного моря.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Сӑмах ун ҫинчен мар, укҫа ӑҫта кайса кӗни ҫинчен пырать, — пат татса каларӗ Калля.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed