Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппан, шкулта икӗ класс пӗтернӗ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн ӗмӗрне те алла хаҫат-журнал е кӗнеке тытса курман, суйлавсене е ытти халӑх пухӑвӗсене хутшӑнман арҫын, килте арӑмне кӳлнӗ лаша вырӑнне ӗҫлеттерни ҫитместчӗ, ӑна патак айӗнчен те кӑлармастчӗ тата.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Калаҫнӑ пулсан, кӑлармастчӗ пулӗ те-ха, эп тавлашмарӑм ӗнтӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вара вӑл никама та трактиртан кӑлармастчӗ: хӑйне ыйхӑ пусса ҫитерсен ҫеҫ, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ патне лӑкӑштатса кайсан, компани саланма пултаратчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Шура палатӑна кӗрсен, вӑл утиял айне пытанатчӗ те фельдшерица тухса кайичченех ун айӗнчен пуҫне кӑлармастчӗ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Кончанскинче манӑн пристав пурччӗ, — тенӗ Суворов, — лайӑх тӑватчӗ хӑй ӗҫне, сирӗн величествӑ: ҫырусене вулатчӗ, Питӗре пӗлтерсе тӑратчӗ, Кончанскинчен ниҫта та кӑлармастчӗ.
Николаев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вӑл йӗрсе янӑ пек те туйӑнчӗ мана: тӳррипех калас пулать сире, Азамат калама ҫук кутӑн ачаччӗ, ача чухнех вӑл нихҫан та куҫҫульне кӑлармастчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1