Шырав
Шырав ĕçĕ:
Именнӗскер — Горн пуҫне пӑрчӗ; йӑлтӑртатман, хура ҫак куҫсем ун патнелле ҫывхараҫҫӗ тейӗн.Смущенный, он повернул голову; эти матовые, черные глаза как будто приближались к нему.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӗлле тӑхӑнмалли кӗпесене пӗр тӗслӗ е чечеклӗ йӑлтӑртатман ҫӑмран е ҫӑм ҫурмалла хушса тӗртнӗ, искусственнӑй майпа тунӑ е ҫӗр мамӑкӗнчен тӗртнӗ материалсенчен ҫӗлемелле.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Куҫӗсем унӑн ҫав бриллиантсенчен начарах йӑлтӑртатман: хӑй вӑл хавас пек те, кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ пек те курӑнать.Глаза ее блистали не хуже тех бриллиантов: она казалась в духе и в ударе.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Йӑлтӑртатман хура ҫӳҫне, варринчен уҫса, яп-яка тураса тирпейленӗ, ҫавна пула унӑн типшӗм пичӗ, мӗн пуласса асӑрханса кӗтнине пӗлтерекенскер, тата тӑсӑкрах пек курӑнать.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халлӗхе чӳречесем хӗвелпе ҫунса тӑрайман-ха, турбина та кӗрлеме пуҫлайман, ҫийӗ цинкпа йӑлтӑртатман, шыв та сикме пуҫламан, йӗри-тавра ӗҫлекенсене ҫӳреме ҫапса тухнӑ хӑмасем витӗр шурӑ стропиллӑ тӑваткал ҫурт ҫеҫ курӑнса тӑнӑ, — ҫавах пӗтӗм тавралӑх улшӑннӑ: Кубань ҫыранӗ те сӗвекрех, тусем те лутрарах та кӑмӑллӑрах пек, шыв та хавасрах юхать пек, Усть-Невински хӑй те, ҫӗнӗ тум тӑхӑнса, ҫамрӑкланнӑ пек.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак илемлӗ, хура хӑмӑр пӗренесене касни нумай пулать ахӑр, мӗншӗн тесен ҫиелти ӗрет хуралса тӗкленнӗ, хуппи типсе кайнӑ, хӗрлӗ сӑнпа йӑлтӑртатман.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хӗҫсем ҫуттӑнах йӑлтӑртатман, кӑшкӑрни-тунисем сахалтарах пулнӑ, ҫапнӑ сасӑсем ытларах илтӗннӗ.Шашки блестели тускло, криков было меньше, и больше слышалось ударов.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1