Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслийӗ (тĕпĕ: асли) more information about the word form can be found here.
«Мӗн ҫӑвар карса тӑнӑ эсир, услапсем? Телегин ӑҫта? Тартрӑр эппин! Халех пурсӑра та хуптарӑп!» — кӑшкӑрашрӗ хураллакансен аслийӗ, аптӑраса ӳкнӗ конвоирсене ятласа.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗпе шӑлнӗ чиркӳри хорта юрлатчӗҫ; хӑшпӗр чухне вӗсем ӗҫ хушшинче хуллен юрлама тапрататчӗҫ, аслийӗ баритонпа тарлатчӗ:

Братья пели в церковном хоре; случалось, что они начинали тихонько напевать за работой, старший пел баритоном:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсенчен пӗри, разведчиксен аслийӗ пулас, сарлака пит-куҫлӑскер, Олейник тин ҫеҫ пӑшалне хунине асӑрхаса илме ӗлкӗрнӗ.

Один из них, должно быть старший группы, широколицый, успел заметить, что Олейник только что оторвался от оружия.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

28. Тата эпир Турра юратакансемшӗн, Турӑ ирӗкӗпе суйласа илнисемшӗн пурте ырра ҫаврӑнса тухнине пӗлетпӗр; 29. Турӑ, Хӑйӗн Ывӑлӗ йышлӑ тӑван хушшинче аслийӗ пултӑр тесе, кама малтанах пӗлнӗ, ҫавсене Ывӑлӗ евӗрлӗ пулма малтанах суйласа хунӑ.

28. Притом знаем, что любящим Бога, призванным по Его изволению, все содействует ко благу. 29. Ибо кого Он предузнал, тем и предопределил быть подобными образу Сына Своего, дабы Он был первородным между многими братиями.

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юрӑҫсем хыттӑн янӑраттарса юрларӗҫ; аслийӗ вӗсен Израхия пулчӗ.

И пели певцы громко; главным у них был Израхия.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed