Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вера ӑна тав туса ирттерсе янӑ-яманах курнӑ пулӗччӗ; ҫапла вара, тенӗ Лопухов, Вера Павловна патне Рахметова ярса эпӗ пӗртте сиен курмастӑп, Рахметов мана ятлать ӗнтӗ унта, анчах мана часах Вера Павловна хӑй те ятла пуҫлать ӗнтӗ; пачах урӑхла, мана Вера Павловна ытларах хисеплеме пуҫлӗ: эпӗ Рахметов унпа мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлнине, ҫавӑн пек калаҫма та хамах хушнине тата мӗншӗн хушнине те вӑл часах тавҫӑрса илӗ, вӑл акӑ ҫапла шухӑшласа илӗ: «епле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, эпӗ уншӑн малтанхи кунсенче хуйхӑрнисене пусарас тесе вӑл малтанах тӑрӑшнӑ; ӑна ятланӑшӑн эпӗ Рахметов ҫине ҫиллентӗм пулин те, Рахметов чӑн каланине эпӗ ун чухнех ӑнлантӑм вӗт; хам эпӗ ӑна тепӗр эрнесенчен тавҫӑрса илнӗ пулӑттӑм, анчах вӑл ун чухне маншӑн пит кирлех пулман пулӗччӗ, эпӗ унсӑрах лӑпланса ҫитнӗ пулӑттӑм; ҫав шухӑшсене мана пирвайхи кунах каласа панӑ пирки ман ӑшӑм пусӑрӑнчӗ, атту вӑл эрнипе те пусӑрӑнас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ, 9. эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер — 10. ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм, 2. акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм; 3. акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дачӑсем ҫинчен сӑмах тапратсан, эпӗ Иван Иваныч княҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче дача пурри, ӑна курма Лондонран та, Парижран та килсе ҫӳрени, унта виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, Иван Иваныч князь манӑн ҫывӑх хурӑнташ пулни, эпӗ паян ун патӗнче апатланни, вӑл мана ҫав дачӑра ҫу каҫиччен пурӑнма чӗнни, анчах эпӗ килӗшменни, мӗншӗн тесен вӑл дачӑна эпӗ лайӑх пӗлни, унта темиҫе хутчен кайса курни, ҫав решеткесемпе кӗперсем мана пӗри те илӗртменни, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши пысӑк пуянлӑха, уйрӑмах тата ялта, чӑтма пултарайманни, ялта пур енчен те ялти пек пулнине юратни ҫинчен тӑруках каласа патӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Соньӑна тем тери тимлӗ сӑнарӑм: хальхи пекех астӑватӑп, Володя, Этьен тата эпӗ залра Соньӑна хамӑр курмалли, ҫавӑн пекех вӑл пире курмалли, илтмелли вырӑнта пуплесе тӑнӑ чух эпӗ савӑнса калаҫрӑм; мана, хам шутӑмпа, кулӑшла е ҫивӗч сӑмах калама тӗл килсен, эпӗ ӑна хыттӑнрах каларӑм, хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ еннелле пӑхса илетӗп; хӑна пӳлӗмӗнчен пире курма та, илтме те ҫук вырӑна куҫса тӑрсан, эпӗ шарлами пултӑм, калаҫасси мана текех нимӗн чухлӗ те савӑнтармарӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Бауакас вара каланӑ: «Эпӗ хуҫа мар, эпӗ — Бауакас, патша. Эпӗ кунта сан ҫинчен каланӑ сӑмах чӑн-ши тесе пӗлме килтӗм. Эсӗ чӑнах та ӑслӑ тӳре иккенне эпӗ пӗлтӗм ӗнтӗ. Манран мӗн ыйтас тетӗн, ыйт, эпӗ сана парӑп», — тенӗ.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫав сӑмах… унччен эпӗ ӑна куҫҫуль юхтарса темиҫе хут каларӑм, эпӗ ӑна ҫил ҫинче уссӑр вӗҫтертӗм, эпӗ ӑна пушӑ хирте ҫине-ҫине каларӑм… анчах вӑл сӑмаха эпӗ ӑна каламарӑм, эпӗ ӑна: юрататӑп, тесе каламарӑм…
XXI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ райкома жалоба памастӑп, анчах эпӗ сана юлашки хут лӑпкӑн калатӑп: е эсӗ ыран конспектсем илсе килӗн те эпӗ эсӗ мӗнле вӗреннине курам, малашне эпӗ сӗннӗ кӗнекесене эсӗ чӑнласах вулӑн, е эпӗ санран Лида Чебанюк умӗнче кӑна мар, пӗтӗм район умӗнче мӑшкӑлласа кулӑп.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑнланатӑн-и, эпӗ, эпӗ, эпӗ, эпӗ, эпӗ!.. — ал лаппийӗпе пӗтӗм вӑйранах темиҫе хут ҫапа-ҫапа илчӗ Шульгович хӑйне кӑкӑрӗнчен.Понимаешь, я, я, я, я, я!.. – И Шульгович несколько раз изо всей силы ударил себя ладонью по груди.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936