Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйрӑмах the word is in our database.
Уйрӑмах (тĕпĕ: уйрӑмах) more information about the word form can be found here.
Вырӑс театрӗн режиссерӗ Максимов-Кошкинскипе Шевлене тата Эльгеевпа Эдюкана уйрӑмах ал парса ырларӗ, телей сунчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Уйрӑмах Гоголӗн «Авлану» комединчи Кочкаревпа (Максимов-Кошкинский) Подколёсин (Эльгеев) тата Евчӗпе (Кузьмина) Агафья Тихоновна (Ырзем) вылянинчен куракансем хырӑма тытсах кулчӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем хушшинче уйрӑмах Павӑл Эльгеев палӑрать, эсир ӑна пурте пӗлетӗр.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Луизӑн туйӑмне кӑтартмалли вырӑнсене Ева уйрӑмах лайӑх куҫарнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чирлисене пӑхакан сестрасем хушшинче Поля уйрӑмах кӑмӑллӑ та тимлӗ хӗрача пулнӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Консерва банкисене хӑвӑр уҫатӑр пулӗ, юлташсем, — терӗ Клавдия Федоровна, юлташсем сӑмаха уйрӑмах тӑсарах каласа.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑхтав пӗтсен, Гордягин хӑйӗн лекципе малалла вуларӗ, этем епле пулса кайми ҫинчен уйрӑмах чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак сӑмахсем уйрӑмах Павлуш чӗрине йӗп пек пырса тиврӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ҫапла» сӑмаха темӗскерле уйрӑмах хыттӑн каларӗ Эливанов.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вечерта ҫынсем Евӑпа ман ҫине уйрӑмах тинкерсе пӑхнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫамрӑк ача, блузкӑпа, аллисене хыҫалалла тытнӑ, ҫӳҫӗ кӗске, хӑлхисем уйрӑмах пысӑккӑн курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳлӗ хӗррипе, уйрӑмах Кӗҫӗн Балатонпа Тиханӑн шалти кӳллисенче, вӗҫен кайӑксем йышлӑ йӑва ҫавӑраҫҫӗ — шапа тарҫисем, чарлансем, хур-кӑвакалсем тата ытти вӗҫен кайӑксем.

На берегах озера, в особенности на Малом Балатоне и внутренних озёрах Тихани гнездится большое количество перелётных птиц — аистов, цапель, диких гусей и уток и других.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Ку юрра пирӗн асанне юрлама юрататчӗ, уйрӑмах праҫниксенче, тӑвансем пуҫтарӑннӑ чух.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑлмачсенчен уйрӑмах, Тал-Мӑрса, Г. П. Осипов, И. Данилов нумай ӗҫленӗ.

Help to translate

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Уйрӑмах ҫынсене ӳпке чирӗнчен, туберкулезран, сыватма ӗмӗтленнӗ вӑл, кайран нумай ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ…

Help to translate

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Металл пек янӑратӑр сас! — тесе Павлуша уйрӑмах каларӗ Алексеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те чӑнах та Тоня Любовь Гордеевна рольне пит ӗненмелле вылянӑ, те Мишӑна уйрӑмах Тоня хӑй кӑмӑла кайнӑ:

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Перемышль Австри патшалӑхӗн форпосчӗ пулни ҫинчен уйрӑмах чарӑнса тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫаршӑн Вена еннелле кайма та, Венгрие тапӑнма та ҫул уҫӑ, терӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен ҫинҫе шӑтӑклапа илемлетнӗ кофтисем тата тӑп-тӑп вӑрӑм юбкисем уйрӑмах уява илем кӳнӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑвашсем вӑл канфета уйрӑмах юратса илеҫҫӗ: пӗр канфетпа ик чашӑк чей ӗҫме пулать — ҫапах ирӗлсе пӗтмест.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed