Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хупса хур каялла!.. — хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ хунар тытни.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр минутран вӑл, алӑка шатлаттарса хупса, пӳртрен тухрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тухасса вилерен уйрӑлнӑ пек, ҫӗлӗкне хывса, сарӑ алӑка хӑй хыҫҫӑн шӑппӑн хупса тухрӗ…Вышел, будто от покойника: сняв шапку, тихо притворив за собой желтую дверь.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫҫульпе тӑртаннӑ кил хуҫи хӗрарӑмне хӑйсен хыҫӗнчен хапха хупса юлнӑ чух кӑмӑллӑн каларӗ:Опухшей от слез хозяйке, затворявшей за ними ворота, сказал добродушно:
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗрмене хупса хураҫҫӗ…
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Вӑт кам кӑра, ку вӑл пирӗн улпут: айӑплисене сӑнчӑрлать, кӑмӑлсӑррисене салтака ярать, парӑм татманшӑн тӗттӗм нӳхрепе хупса ҫӑкӑрпа тата тутӑх шывпа усрать.
Улпутсем патӗнче кам мӗнле пурӑнать // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Акӑ, сӑмахран, тӑшман окопра ларать, ун патне чупса ҫитиччен мӗн чухлӗ ҫынна пӗтерет вӑл утсемпе — пӗрре куҫ хупса иличчен окопра пулатӑн.
Кун пекки ӑҫта пулнӑ... // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Кашкӑр — вӑл та читлӗхе хупса хурсан кӑвакарать, эпӗ этем вӗт-ха.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук, куҫне хупса, шӑпӑрт выртрӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каменскинче арестлесе хупса лартнӑ Атамански полк офицерӗсем делегатсем каялла таврӑниччен заложниксем вырӑнне юлаҫҫӗ.Заложниками остались арестованные в Каменской офицеры Атаманского полка.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗлместӗп: те округ управленийӗнче, те почтӑра, — сивлеккӗн хуравларӗ те хӗрарӑм, Христоня сӑмси умӗнчех алӑка шатлаттарса хупса хучӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗтрӗ-и? — ыйтрӗ куҫне хупса ларакан Кондратьев.— И это все? — спросил Кондратьев, сидя за столом с закрытыми глазами.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Виктор куҫне хупса шухӑша кайрӗ: ҫук, ҫук, нумай ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ ӑна пачах урӑхла пулас пек туйӑннӑ…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ куҫа хупса выртатӑп, анчах ниепле те ҫывӑрса каяймастӑп, пуҫра тӗрлӗ шухӑшсем хӗвӗшме пуҫларӗҫ.А я зажмурился, лежу, а заснуть уже не могу — разные мысли полезли в голову.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл, куҫне хупса, Глашӑпа калаҫни ҫинчен шухӑшласа пычӗ, ӑна Ленӑпа та, Иринӑпа та танлаштарса пӑхрӗ…Закрыл глаза и мысленно продолжал разговор с Глашей, и то сравнивал ее с Леной, то с Ириной…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта, ҫатан айӗнче, кӑркка пек шултра чӑхсем ӑшӑнса выртнӑ, — хӑшӗ тусан ӑшӗнче йӑваланса, ҫунаттисемпе ҫапкаланнӑ, хӑшӗ, шур илнӗ пек куҫӗсене хупса, тутлӑн тӗлӗрнӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Королев, пыйтланса кайнӑ сухалӗн хура чӑмаккине чӑмӑртаса, пӗр хушӑ куҫне хупса пычӗ, унтан, аллинчи чӗлпӗрне пуҫтаххӑн сулса ярса, юррӑн малтанхи сӑмахӗсене шӑрантарса чӗтрентерчӗ:
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицер алӑка хупса пӳлӗмрен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Корнилов ҫамрӑк ҫын пек ҫӑмӑллӑн кресла ҫине кайса ларчӗ.Выждав, пока за офицером закрылась дверь, Корнилов молодым, упругим движением опустился в кресло.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Малтан вӑл Листницкипе чунтан калаҫса илме шутланӑччӗ, ытти ҫынсенчен пытарса пурӑннӑ шухӑшсен хура чаршавне те хӑрах кӗтесрен сирсе уҫнӑччӗ, анчах ҫав чаршава каллех хупса хучӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий утсене хупса усрама уйӑрса панӑ склада курса ҫаврӑнчӗ те хула управленийӗн представительне татса каларӗ:
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.