Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупса (тĕпĕ: хуп) more information about the word form can be found here.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ӑшӑ ҫил вӗрсе кайрӗ пек, пирӗн колхозра ҫеҫ алӑксемпе чӳречесене хытӑрах хупса лартма тӑрӑшаҫҫӗ…

На всю страну подуло вроде сквозняком, и только у нас в колхозе стараются покрепче все двери и окна закрыть…

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапах та, ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн та вӑл лӑпланайман енне, куҫӗсене хупса пусне сулласа янӑ.

Однако, сказав это, он зажмурил глаза и покрутил головой.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Тӗттӗме хӑнӑхманнипе куҫӗпе чылайччен нимӗн те уйӑраймарӗ, юлашкинчен курчӗ: сарса хунӑ кивӗ сӗтел ҫитти ҫинче ҫур бутылка сӑмакун ларать, ҫатма ҫинче кӑмпӑсланса кайнӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта пур, шӑшисем ҫурри кӑшласа пӗтернӗ ҫӑкӑр татӑкӗ выртать; чӳлмекне йывӑҫ ывӑспа ҫӑтӑ хупса хунӑ…

Не освоившиеся с темнотой глаза его долго ничего не различали, наконец увидели: на разостланной старенькой скатерти стояла полбутылка с самогоном, сковорода с заплесневелой яишней, лежал наполовину съеденный мышами кусок хлеба; корчажка плотно накрыта деревянным кружком…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳртсен чӳречисене тачӑ хупса лартнӑ, хӑшпӗр алӑксенче ҫӑрасем ҫакӑнса тараҫҫӗ, анчах чылайӑшне янках уҫса хунӑ.

У куреней были наглухо закрыты ставни, на дверях кое-где висели замки, но большинство дверей было распахнуто настежь.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑсран супнӑ, ҫавӑ кӑна пӗр! — терӗ те тарӑхса картлашка ҫинчен анса ҫитсен калинкке алӑкне хыттӑн шалтлаттарса хупса хӑварчӗ.

— Заморока, и все! — ожесточенно сказал он, сходя со ступенек, и демонстративно громко хлопнул калиткой.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӳрече хуллисене тӑнчах хупса хунӑ курницӑра лампа мӑкӑрланса ҫунать.

В горнице с наглухо закрытыми ставнями дымно горел жирник.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татса илет те шӑна урине типӗ чышкине хупса хӑлхи патне тытать, вӑл е хулӑмрах е ҫинҫе сасӑпа нӑйӑлтатнине пуҫне тимлӗн чалӑштарса итлет.

Оторвет, зажмет в сухом кулаке и, поднося его к уху, сосредоточенно склонив голову, слушает, как муха то басовито, то тонко брунжит.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем площаде ҫӑтӑ ункӑна хупса хунӑ.

Они плотным кольцом окружали площадь.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака асатте нимӗн те хуравламарӗ, библине хупса хучӗ те путмар сакки ҫине тайӑнса выртрӗ.

Дед Гришака не отвечал, закрыл Библию и прилег на лежанку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татах тепре илтес-мӗн пулсан хупса лартни ҫинчен, асту…

Ежели поимею слух, что опять сажаете…

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсир паттӑр кунта хӗрарӑмсемпе ватӑ стариксене хупса лартмашкӑн!..

Храбрые тут, баб и дедов сажать!..

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манӑн тӑхлача та ав ывӑлӗшӗн хупса лартрӗҫ.

Сваху мою за сына посадили.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тумланнӑ хыҫҫӑнах, Ермакпа Медведева вӑратса, курницӑна чӗнсе кӗртрӗ, алӑка тачӑ хупса хучӗ.

Одевшись, он разбудил Ермакова и Медведева, позвал их в горницу, плотно притворил дверь.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫӗсене кӑштах хупса, вӑл ыттисемпе пӗр тикӗс утма тӑрӑшрӗ, ҫак ӗнер ҫеҫ курман-пӗлмен йӗкӗтсене пурне те хӑй халь пӗтӗм чун ӑшшипеле савса кӑмӑлланине туйрӗ.

Полузакрыв глаза, он старался не терять ноги и, испытывая прилив большой внутренней теплоты ко всем этим, вчера еще незнакомым и чужим ему ребятам, думал:

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак мулаххайне хаяррӑн пусса лартрӗ те, коридора лӳпперрӗн йӑраланса тухса, алӑка хуллен хупса хучӗ; анчах коридорта, ҫиллине ирӗк парса, тулти алӑка пӗтӗм вӑйпа шалтлаттарса хӑварчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр пилӗк минут пулӗ урайпа чӳрече янаххи ҫине штукатурка тӑкӑнса тӑчӗ.

Казак остервенело нахлобучил малахай, глыбой вывалился в коридор, тихонько притворил дверь; но зато в коридоре развязал руки гневу и так хлопнул выходной дверью, что штукатурка минут пять сыпалась на пол и подоконники.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алӑксене шалтлаттарса хупса, крыльца ҫине лӗмсӗр-лемсӗр ҫи-пуҫлӑ, пичӗ-куҫӗ тӑртанса кайнӑ Дарья сиксе тухрӗ, ҫуна ҫине йӑванчӗ.

Дарья, хлопнув дверьми, растрепанная, опухшая, выскочила на крыльцо, рухнула в сани.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл терраса тӑрӑх хыттӑн кӗптӗртетсе чупса иртрӗ, ҫиллине шӑнарайманнипе алӑксене шанлаттара-шанлаттара хупса, алӑкра чарӑнса тӑчӗ те, сывлӑш ҫавӑрса, кӑшкӑрса каларӗ:

Он резво бежал по террасе: свирепо прохлопал дверями и, став на пороге, переводя дух, крикнул:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна уйрӑммӑн хупса хуратӑн.

Посадишь его отдельно.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ вӗсене тӗрмене хупса лартаҫҫӗ пуль тесеччӗ, капла мӗн-ха ӗнтӗ…

Я думал, им тюрьму дадут, а этак что же…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ мучие ӗлӗкрех Моховсем панулми усранӑ путвала вӑхӑтлӑха хупса лартрӗҫ.

Четырех дедов временно посадили в моховский подвал, где раньше зимовали яблоки.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed