Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ вара ан хӳтӗле ӑна — тиенӗ-тӗк хӑй ҫине, турт-тӑр е калатӑр ытах — ку ҫӑк йывӑр мана тетӗр! — терӗ Дымшаков, кулма чарӑнса, унтан куҫне хӗсрӗ те Ксение ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен тепӗр хут пӑхса илчӗ.

— А ты ее не защищай — раз взвалила на себя, то пусть и везет или заявит всем, что эта ноша не по ней! — согнав с лица улыбку, сказал Дымшаков и вприщур еще раз окинул Ксению с головы до ног.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен пӑхса илсе, Аниҫҫе пиччӗшне: «Эсӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнман-ҫке, — темесӗр чӑтаймарӗ, Ксение вара йӑлтах мухтаса пӗтерчӗ, — пит хитре-ҫке эсӗ, мӑкӑнь чечекки пекех, урамра тӗл пулас пулсан, паллаяс та ҫук, ҫаплипех иртсе кайнӑ пулӑттӑм», — терӗ.

Любовно оглядев их с ног до головы, она не преминула сказать брату, что он «нисколечко не изменился», а племяннице наговорила кучу похвал: и хороша-то она, и расцвела, как цвет маков, и что, доведись встретить на улице, не узнала бы, наверное, прошла мимо.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Утлӑ разведка тӑшман хӑварнӑ хуторсене пуринчен малтан пырса кӗчӗ; пехота килсе ҫитиччен вара Кошевой чи пуян килсене кӗл купи туса хӑварма ӗлкӗрчӗ.

Конная разведка первая вступила в покинутые противником хутора; а пока подходила пехота, Кошевой уже пускал по ветру самые богатые курени.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Турӑ хӑтартӑр та — Наталья пӗлес-тӑвас пулсан, мана ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен кӑшласа ярать…

Не дай и не приведи бог — узнает Наталья, да она меня с ног и до головы…

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа та Григорий тавра ҫул суйласа илчӗ: Рассохов кӳлли патне ҫитиччен вӑрманпа кайрӗ, тыллапуҫҫипе шурӑ ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе Калмӑк каҫҫи патне тухрӗ те (ҫав кӑкшӑм курӑкӗ, хӑяхпа хӑмӑш ҫӑра ашкӑрса ӳсекен ансӑр ҫырма юппи унти пӗр ушаха Подстойлица текен кӳлӗпе пӗрлештерет) лачака урлӑ каҫсан тин лашине темиҫе минут пек кантарса тӑратрӗ.

Поэтому Григорий избрал несколько кружный путь: лесом проехал до конца озера Рассохова, по кочкам и белоталу добрался до Калмыцкого брода (узкого протока, густо заросшего кувшинками, резучкой и камышом, соединявшего одну из луговых музг с озером Подстойлицей), и только перебравшись через стрямкий Калмыцкий брод, остановил коня, дал ему несколько минут отдохнуть.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем Чукаринран пуҫласа Каргинскине ҫитиччен вунпилӗк ҫухрӑм ним ҫапӑҫмасӑр малалла кайрӗҫ.

Пятнадцать верст от Чукарина до Каргинской казаки прошли без боя.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлисене Елански чиккине ҫитиччен ниҫта та курманни тата хӗҫпе тураса тӑкнӑ вунӑ казак Петро Мелеховпа пӗрле ҫавӑнтах, ҫыр хӗрринче, йӑваланса выртни ҫинчен хыпарларӗ.

С известием, что красных не обнаружено до Еланской грани и что Петро Мелехов с десятью казаками лежат, изрубленные, там же, в вершине яра.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Токина ҫитиччен пекех ҫапла хӑваласа пычӗҫ.

Да так и гнали почти до самого Токина.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗрсе ӑшӑн, ачусене курса ил, унтан сана Рыбнӑй хуторне леҫсе ярам та, вӑхӑт ҫитиччен пытанкаласа пурӑнӑн.

Поди посогрейся, детишков повидай, а посля давай я тебя отвезу на Рыбный хутор, там прихоронишься и перегодишь время.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ҫитиччен икӗ кун малтан ашшӗне арестленӗ.

А за два дня до его приезда арестовали отца.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йытӑсем ӳлеҫҫӗ, ҫур ҫӗр ҫитиччен чылай маларах автансем тӗрлӗ сасӑллӑн авӑтма пуҫлаҫҫӗ.

Выли собаки, и задолго до полуночи вразноголось начинали перекликиваться кочета.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулӑшу ҫитиччен область чиккисенче ҫирӗпленмелле, хӗрлисене темле пулсан та чарса тӑмалла.

Необходимо укрепиться на границах Области до прихода подкреплений, сдержать натиск красных любой ценой.»

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья ӑна хапха патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Аксинья провожала его до ворот.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй каярахпа каласа панӑ тӑрӑх, Орехово слободине ҫитиччен вӑл, ҫирӗм ҫухрӑм, Илья-пророк хӑйӗн вутлӑ урапине хӗнтӗртеттерсе кайнинчен те хӑвӑртрах вӗҫтерсе пынӑ иккен.

Двадцать верст до слободы Ореховой летел он, как после сам говорил, шибче, чем пророк Илья на своей колеснице.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнчи юлашки кунчченех атте гимнази программине пуҫласа вӗҫне ҫитиччен ас туса тӑнӑ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

— Акӑ, сӑмахран, тӑшман окопра ларать, ун патне чупса ҫитиччен мӗн чухлӗ ҫынна пӗтерет вӑл утсемпе — пӗрре куҫ хупса иличчен окопра пулатӑн.

— А вот, к примеру: засел неприятель в окопах, держится, пока до него добежишь, сколько людей навалит, а ежели на конях — раз, и в момент в окопах.

Кун пекки ӑҫта пулнӑ... // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Эпир Усть-Медведицӑна походпа йӑраланса ҫитиччен пӗтерсе тӑкаҫҫӗ пире шуррисем.

 — Пока дотилипаешь походным порядком до Усть-Медведицы, белые через нас пройдут.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул ҫинче, хула хӗрринчи урам патне ҫитиччен те, иртен-ҫӳрен ҫынсем хирӗҫ пулмарӗҫ.

За всю дорогу, до самой окраины улицы, почти не попадались люди.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӗҫне ҫитиччен кӗрешмелле.

— До конца.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Родниковскине ҫитиччен ҫул тӑршшӗпе пӗр сӑмах чӗнмерӗ, Прохор ыйтӑвӗсем ҫине ҫеҫ калаҫас килмен ҫӗртен ответлесе пычӗ, хӑй текех Викторпа Соня ҫинчен шухӑшларӗ.

Всю дорогу до Родниковской Сергей ехал молча, на расспросы Прохора отвечал неохотно и все думал о Викторе и Соне.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed