Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) more information about the word form can be found here.
Пӳлӗмри пур япалана та пӗрлештерчӗҫ.

Все стало в комнате общим.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Курӑнсах тӑрать, ҫак пысӑк япалана мӗнпур выльӑхсемпе ҫынсен вӑйӗсене пӗрлештерсен кӑна кӑларма пулать.

Было ясно, что вытащить эту махину удастся разве только соединёнными усилиями всех животных и людей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор нихҫан та эгоист пулман, ҫавӑнпа та вӑл, кун пек сайра пулакан япалана ученый курса хавхалантӑр тесе, Паганеле кайса чӗнме тӑчӗ, анчах труках чавса лартнӑ евӗр чарӑнчӗ.

Майор, не будучи эгоистом, хотел было пойти за Паганелем, чтобы и учёный мог полюбоваться этим редким явлением, но вдруг остановился как вкопанный.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑн пек илемсӗр япалана, тӑрӑшшӗпе фут ҫурӑллӑскерне, Паганель вӗлерчӗ.

Такого уродца, длиной почти в полтора фута, убил Паганель.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла пулсан, господин Паганель, ҫак тӗлӗнтермӗш япалана эсир мӗнле ӑнлантарса паратӑр? — тесе ыйтрӗ Мэри.

— В таком случае, чем же вы объясняете это поразитльное явление, господин Паганель? — спросила Мэри.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ав мӗнле иккен вӑл чапа тухнӑ бумеранг! — терӗ Паганель, тӗлӗнмелли япалана тыткаласа.

— Так вот каков этот знаменитый бумеранг! — сказал Паганель, осматривая странное оружие.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара, пӗчӗкҫӗ ача пек, «ун ӑшӗнче мӗн пуррине пӗлес» тесе, ҫав ытарма ҫук япалана ярса илчӗ вӑл.

И, как ребёнок, он кинулся к замечательному оружию, чтобы «посмотреть, что у него внутри».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аллисемпе суллани тӑрӑх вӗсем пӗр-пӗр тӗлӗнтермӗш япалана тӗл пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Судя по их оживлённой жестикуляции, они наткнулись на что-то интересное.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Катастрофа тӑвакансем, — терӗ вӑл, — ҫак япалана аван пӗлеҫҫӗ.

— Виновники катастрофы, — сказал он, — хорошо знакомы с этими штучками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн аллинче ӗҫ вӗресе тӑрать, вӑл япалана ҫӑмӑл тыткалать, тӗлӗнмелле вӑйне хурса ӗҫлет.

Работа кипела у него в руках, и он проявлял в ней незаурядные силу и ловкость.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫакӑн евӗрлӗ япалана эсир хӑҫан та пулсан курнӑ-и Европӑра?

— Видели ли вы когда-нибудь в Европе что-либо подобное?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Роберт Грант пулман пулсан, Роберт Грант майор хыҫҫӑнах пӗр питӗ тӗлӗнмелле япалана: те чӗрӗп пулчӗ вӑл, те кӑткӑ карланки — вырӑнӗнчех персе ӳкермен пулсан, майор паянхи кун геройӗ пулмаллаччӗ.

А майор остался бы героем дня, если бы не Роберт Грант, который вскоре после него уложил на месте метким выстрелом странное животное, — не то ежа, не то муравьеда.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Яхтӑн нумай йывӑрлӑхсем витӗр тухмаллине барометр малтанах пӗлтерсе хурать ӑна, тӳпе пӗлӗтсӗр тӑни барометр кӑтартнипе килӗшмест пулсан та, вӑл ҫав нихӑҫан ҫылӑха кӗмен япалана ҫапах та ӗненет.

Барометр предсказывал ему, что яхту ожидает серьёзное испытание, и он слепо верил непогрешимому прибору, хотя вид безоблачного неба и противоречил показаниям барометра.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, пӗрмай калаҫса чӑмланӑ май, вӑл пӗр уйрӑм япалана, Джон Мангльс Мэри Грант ҫине ӑшшӑн пӑхкаланисене асӑрхаймарӗ.

Но, занятый едой и болтовнёй, он не заметил одной особенности: внимания Джона Мангльса к Мэри Грант.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрлӗ кашкӑрсем питӗ вӑйлӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ ҫивӗчскерсем; вӗсем яланах шурлӑх вырӑнсенче пурӑнаҫҫӗ, тытас тенӗ япалана шывра та хӑваласа тытаҫҫӗ.

Красные волки — очень сильные и подвижные животные; они водятся обычно в болотистых местах и могут вплавь преследовать свою добычу.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, Гленарван каланӑ пекех, ҫакнашкал япалана ученӑйран килекен сӑлтав теме юрамасть.

Но, как правильно сказал Гленарван, эту слабость надо приписать не зависевшей от учёного причине.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель татах патагонец патне пычӗ те, сӑмах ҫитменнине пула час-часах чарӑнкаласа тӑрса, унпа калаҫма тапратрӗ; анчах дикаре халиччен илтмен япаласем ҫинчен ӑнлантарса пама йывӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем каланӑ япалана куҫ умне курӑнмалла туса парсассӑн ҫеҫ ӑнланса илме вӗреннӗ.

Паганель снова подъехал к патагонцу и заговорил с ним, часто останавливаясь из-за нехватки слов, из-за трудности объяснить отвлечённые понятия дикарю, привыкшему только к конкретным представлениям и образам.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кондор тытнӑ япалана вӗҫертсе ямарӗ, пӗчӗк юханшывран пӗр вунӑ утӑмра вӑл ҫӗр ҫине питӗ ҫемҫен ӳкрӗ.

Кондор не выпустил своей добычи и мягко упал на землю в десяти шагах от берега ручья.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халех пӗлетпӗр, — терӗ ӑна хирӗҫ, тин ҫеҫ вӗлернӗ япалана шала сӗтӗрсе кӗрекен майор.

— Сейчас узнаем, — ответил майор, подтаскивая к хижине только что убитую им добычу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Адоба» текен кирпӗч евӗрлӗ япалана индеецсем хӗвел ҫинче хӗртсе тӑваҫҫӗ.

Индейцы из адоба готовят кирпичи, обожженные на солнце.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed