Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗн the word is in our database.
кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) more information about the word form can be found here.
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Прокопий Михайлович 1957 ҫулта (кӗҫӗн ывӑлӗ ҫуралнӑ ҫул) пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Help to translate

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Аслӑ ывӑлӗ Павел нефть университечӗн иккӗмӗш курсӗнче вӗренет, Арсений ывӑлӗ - 10-мӗш класра вӗренет, кӗҫӗн хӗрӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренет.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Кӗҫӗн Володьӑна та пулин килте юлма ӳкӗтленӗ, анчах лешӗ те аслисем хыҫҫӑн кайнӑ.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Футбола чунтан парӑннӑ тренер патне лекни вара кӗҫӗн классенче вӗренекен арҫын ачасемшӗн чӑн-чӑн телей уҫҫи тупниех пулса тӑрать тейӗн.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Хальхи пекех астӑватӑп /ун чухне эпӗ 4-мӗш класс ачиччӗ/ Борис тете Кӗҫӗн Таяпаран купӑс илсе килнине.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗн Федор Ларионовӑн кӗҫӗн мӑнукне Тимур Батракова кашни ҫулах курма хӑнӑхнӑ митинга хутшӑнакансем.

Help to translate

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Пирӗн тивӗҫ – ҫӗршывӑн паттӑр ывӑл-хӗрне асра тытасси, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗ ҫинче ачасемпе мӑнуксене тата кӗҫӗн мӑнуксене воспитани парасси.

Help to translate

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Салтак ҫулне ахаль рядовойӗнчен пуҫланӑ, каярахпа кӗҫӗн сержант званине илнӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

«Кӗҫӗн мӑнукӗсем вӑрҫӑ ҫинчен» акци валли татах та ытларах материал пухас тесе Интернетра «Память народа» сайтра чылай ларма тиврӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Элӗк вӑтам шкулӗнче вун пӗрмӗш класра пӗлӳ илекен Дарья Филиппова республикӑра иртекен «Кӗҫӗн мӑнукӗсем вӑрҫӑ ҫинчен» акцие хутшӑннӑ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Апла пулин те ентешсен паттӑрлӑхне паян вӗсен мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем упраҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Иккӗмӗш кӗҫӗн ушкӑнри воспитанниксем «Тӑнӑҫлӑх кӑвакарчӑнӗ» хатӗрленӗ, вӗсем те акцие хутшӑннӑ.

Help to translate

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

Тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Каганович ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ малалла вӗренесси ҫинчен ӳкӗтлесен те килӗшмен: кӗҫӗн йӑмӑкӗсене Верӑпа Нинӑна тӑрантармалла, хуҫалӑха тытса тӑмалла.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Илӗр-илӗр, — кӗҫӗн сержантсене пӗрер пӗремӗк тыттарчӗ Пӑлаки аппа.

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сисет Абаев кӗҫӗн сержант: «кил» сӑмах кашнин чунне хӗмлентерет, салтак хул-ҫурӑмӗнчи кашни клеткӑна вылятса хускатать.

Help to translate

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӗҫӗн сержант ҫамрӑк хурӑн айӗнчи тунката ҫине ларать, самай исленнӗ ҫырӑва хӗвел питтине уҫса хурать.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн Аслӑ Командовани тав тунине илтме, ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп Грамотине илме тивӗҫ пулнӑ Василий Абаев кӗҫӗн сержантӑн тепрер уйӑхран-мӗнрен демобилизаци йӗркипе каялла таврӑнмалла та пулать.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫӗпритунсем патне каҫхи апата кайсан, ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне ятланине илтет Ваҫук.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Василий Абаев кӗҫӗн сержант гимнастеркин кӗсйисенче — чуна чи ҫывӑх япаласем: сулахаййинче — комсомол билечӗ, сылтӑмминче — Пӑлаки аппа ҫырӑвӗсем.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed