Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Тепӗр ирхине, палуба ҫине тухсан, вӗсене пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: малта, уҫӑ тинӗсре, хумсем ҫинче тем сиккелет; пӑрахут ун ҫывӑхне пырсан вӑл пысӑк хӗрлӗ пичӗке пулни палӑрчӗ, ун хыҫӗнче тепри курӑнать, ун хыҫӗнче — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш…

На другое утро, когда они вышли на палубу, их поразило странное зрелище: вдали, в открытом море, что-то покачивалось на волнах; когда пароход приблизился к этому предмету, оказалось, что это большая красная бочка, дальше виднелась вторая, за ней третья, четвертая.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Типӗ ҫӗре тухсан, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, старикпе Сергей ҫине темӗн чухлӗ тумлам сирпӗнчӗ.

Выскочив на сушу, она затряслась всем телом, и тучи брызг полетели на старика и на Сергея.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Паркран тухсан, куҫса ҫӳрекен труппа чӑнкӑ та ансӑр сукмак тӑрӑх тинӗс патне анчӗ.

Выйдя из парка, бродячая труппа спустилась крутой, сыпучей тропинкой к морю.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ҫул ҫине тухсан, вӑл кӗсьери пӑхӑр укҫисене кӑмӑллӑн шӑнкӑртаттарчӗ те йӑвашшӑн: — Иккӗ те пиллӗк, пурӗ ҫичӗ пус… — терӗ.

Выходя из ограды на дорогу, он с довольным видом побрякивал в кармане медяками и говорил добродушно: — Две да пять, итого семь копеек…

II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Партизансем ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухсан, Уча пулеметчиксене вырнаҫтарса тухрӗ, сыхлануллӑн та шӑппӑн утма хушрӗ, унтан ротӑпа пӗрле тайлӑм тӑрӑх кайрӗ.

Партизаны вышли из пещеры, Уча расставил пулеметчиков, напомнил, чтобы они шли осторожно и тихо, и начал взбираться с ротой на склон.

29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Унка татса тухсан, кам чӗрӗ юласси ҫинчен шутламасть халӗ вӑл, ҫитменнине тата рота тӑшман ункинчен ҫӑлӑнса тухма пултарӗ-ши-ха.

О тех, кто сумеет пробиться — впрочем, пробьется ли кто-нибудь сквозь кольцо неприятельских войск и костров? — о тех он не думал.

29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫӑлӑнса тухсан та ротӑран мӗн юлни пурпӗрех сапаланса кайӗ.

Остаток роты, конечно, погибнет при прорыве этой ночью.

29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хырӑмсене тӑрантнӑ та ыйха ҫапатӑр! — ҫилленсе кайрӗ Павӑл, тула тухсан.

Нажрались и спать? — со злостью проговорил Павле, когда они вышли из дома.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ман хыҫран тухтӑр пырать, ун хыҫҫӑн — пуп! — терӗ Джурдже, вӗсем тухсан.

За мной идет доктор, а за ним — поп, — заявил Джурдже, когда они ушли.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хуҫа арӑмӗ кӗрсен, Джурдже килтен никамӑн та тухмалла марри, тухсан хуралҫӑ пересси ҫинчен тата тепӗр хут асӑрхаттарчӗ те взвод вырнаҫнӑ пӳлӗме кӗчӗ.

Вернулась хозяйка, Джурдже еще раз предупредил, чтобы никто не выходил из дому, иначе часовой будет стрелять, и ушел в комнату, где разместились партизаны.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Макҫӑм шӑппӑн «сывӑ пул» тесе тӗттӗмлӗхе шӑвӑнса тухсан, Павӑл ун ҫинчен: «Пӗвӗ пӗчӗкленнӗ, пӗкӗрлет. Ҫемҫен те йӑпшӑнса утать. Епле шӑппӑн калаҫать хӑй. — тесе шухӑшларӗ. — Пӑшӑлтатса ҫеҫ калаҫать. Хӑнӑхнӑ ӗнтӗ; ҫулталӑк ҫура ҫапла пӑшӑлтатать-ҫке-ха вӑл. Пичӗ хуралса, пӗркеленсе кайнӑ. Кулмасть те: тута кӑшт ҫеҫ уҫӑлать. Паллӑ шутникчӗ вӗт-ха…»

Максим тихо сказал «до свиданья» и шмыгнул в темноту: «Он стал как-то меньше, ссутулился, — подумал Павле. — Движения у него тихие, сдержанные. И как тихо он говорит! Шепчет. Такова сила привычки — он уже полтора года говорит только шепотом. И сам он весь серый, лицо, как из паутины. И не смеется, только поднимает уголки рта… Это он-то, известный шутник!

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ӑна ҫӗр ҫине ҫӗклесе тухсан, вӑл ҫырана кӑларса пӑрахнӑ пулӑ пек тапкаланма тытӑнчӗ.

Вытянувшись на снегу, Вук дергался и бился, как рыба, вытащенная из воды.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӑкшӑм йӑтнӑ ҫынсем тухсан, уҫӑ калинкке патӗнчи хуралҫӑ, Йован еннелле ҫурӑмӗпе тӑраканскер, вӗсем тӗрме ҫывӑхӗнчи пусӑран шыв ӑснине сӑнаса тӑрать.

Люди в кувшинами вышли, часовой, следивший за ними, остался стоять в воротах, спиной к Йовану, колодец, где брали воду, находился недалеко от тюрьмы.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

«Шӑршлӑ-маршлӑ шӑтӑк, халӗ сывӑ пул ӗнтӗ! Урӑх мана чӗррӗн кураймӑн!» — шухӑшларӗ Йован, коридортан пусма ҫине тухсан.

«Прощай, старая вонючая конура! Живым ты меня больше не увидишь!» — думал Йован, выходя из коридора на лестницу.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Партизансем иртнӗ каҫхине пулнӑ тирек ращине ҫитсен, Павӑл колоннӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ те, хӑвалӑхри чӑтлӑха тӗрӗслесе тухсан, партизансене хӑй патне чӗнчӗ.

В роще, где они провели прошлую ночь, Павле построил отряд и сделал перекличку, затем он попросил партизан подойти поближе.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тӗттӗм пулсан, килкартинче ирӗклӗн утса ҫӳреме май килсе тухсан, Аца пӗкӗрӗлсе Павӑлпа Вук ларнӑ пӳлӗме кӗчӗ.

Когда стемнело и можно было свободно пройти из одного двора в другой, Аца, согнувшись, вошел в комнату, где сидели Павле и Вук.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нимӗҫсем витерен тухсан, хресчен вӗсене калинкке патнерех илсе пыма тӑрӑшрӗ.

Немцы вышли из свинарника, крестьянин старался выпроводить их к воротам.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тармалла-мӗн килсе тухсан усӑ курма вӑл питех те чаплӑ маршрут хатӗрленӗ: малтан ҫӳлӗ тусем ҫинчи сӗм вӑрмансенче, Румыни Альписен ҫывӑхӗнче, пытанса пурӑнмалла, пӗр-пӗр уйрӑммӑнах тӗтреллӗ каҫсенче вара чикӗ урлӑ каҫса каймалла.

На случай бегства он выработал отличный маршрут: скроется в глухих высокогорных лесах, по соседству с румынскими Альпами, с тем Чтобы в одну какую-нибудь особенно туманную ночь прорваться через кордон.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хире тухсан, сулахай енче те, сылтӑмра та кӑн-кӑвак курӑнакан Карпат ҫине, ем-ешӗл тырпул тинӗсӗ ҫине пӑхрӗ те «Летят перелетные птицы…» юрра юрлама пуҫларӗ.

В поле, глядя на синеющие слева и справа Карпаты, на зеленый разлив хлебов, он запел: «Летят перелетные птицы…»

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кунта акӑ мӗскер: хытӑ ҫӗр ҫине тухсан, вӑл «ура йӗрӗ аванах палӑрмасть, ҫавӑнпа пограничниксем эп мӗнле каҫнине — йывӑр япала йӑтса каҫнӑ-и е пушах каҫнӑ — пӗлес ҫук», тенӗ пулас.

А потому, что на твердой земле пограничники уже не могли ясно прочитать по его следам, налегке он прошел или с каким-нибудь грузом.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed