Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлать (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Татьяна чӳрече еннелле пӑхса тӑрать, кантӑк ҫинчи шурӑ сивӗ юра пӳрнипе сӑтӑрса, вӑл тем ҫинчен шухӑшлать: Наталья Павловнӑна курсан, шухӑшӗсене сирсе, ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, анчах куҫӗсенче хуйхӑ пулни курӑнать.

Татьяна стояла лицом к окну, растирала пальцем белый и холодный пушок на стекле и о чем-то думала: увидев Наталью Павловну, разогнала мысли и невольно засмеялась, но в глазах видна была грусть.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Кивӗ Артамашова ӗмӗрлӗхех пытармалла, — шухӑшлать Алексей, вара куҫ умӗнчи хунарсем сике-сике илчӗҫ, чӳхенсе сарӑлчӗҫ те пӗтӗм площадь ҫутӑпа ялкӑшса кайрӗ — Стефан Петрович Рагулин патӗнче пулмалла пулать…

«Старого Артамашова надо похоронить навечно, — думал Алексей, а фонари перед глазами подпрыгивали, расплывались, и вся площадь заливалась светом. — Надо побывать у Стефана Петровича Рагулина…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Руководитель шухӑшлать, план тӑвать, анчах ҫанталӑк вӑл нимӗнле решение те пӗлмест, хӑй еннелле туртать…

Руководитель думает, планует одно, а погода — она никаких тебе решений не знает и ворочает в свою сторону…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ асӑрхарӑн-и, вӑл халӗ шухӑшлать, хӑйне хальчченхи пек тытма юраманнине ӑнланма пуҫларӗ.

Ты заметила, теперь он обдумывает, и понимает, что себя нужно держать теперь в руках.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Гусеницӑсем, шпорӑсем — тӗлӗнмелле, — хӑй ӑшӗнче шухӑшлать сӑра сутакан, пӗрин еннелле те пӑхса йӑл кулма хӑяймасӑр.

Гусеницы, шпоры… чуднό, — рассуждала про себя продавщица, уже не решаясь дарить улыбку ни тому, ни другому.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Сарӑраххи аванскер пек, — шухӑшлать сӑра сутакан, Григорий ҫине хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсемпе тинкерсе.

«Русявенький собой ничего, — думала продавщица, измерив Григория пылким взглядом.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫулӑн тӗксӗм ленти машина айне тарса пытаннине пӑха-пӑха, Кондратьев тем ҫинчен шухӑшлать; вӑл куҫне хӗссе пӑхнинчен Кривцов иккӗмӗш турбина пирки мӗншӗн ыйтнине вӑл пӗлни курӑнать, анчах унӑн халӗ ҫавӑн ҫинчен калас килмен.

Глядя на то, что дорога скрылась под машиной с темной лентой, Кондратьев задумывался о чем-то; из того, что он щурил глаза, видно было, что Кривцов спрашивал о второй турбине, но ему сейчас не хотелось об этом говорить.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Мӗншӗн-ха ман пуҫра нимӗн те вырнаҫаймасть, — шухӑшлать вӑл кӗпе айӗнче хут шӑтӑртатнине итлесе.

«И что-то у меня в голове ничего не вмещается, — размышлял он, прислушиваясь к шелесту бумаги под рубашкой.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пирӗн пурнӑҫра шӑпах хирӗҫле пулса тухать: енчен ҫын авланиччен аскӑн пулас мар тесе шухӑшлать пулсан, авланнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫав шухӑшне тӳрех манать.

— В нашем же мире как раз обратное: если человек еще думал о воздержании, будучи холостым, то, женившись, всякий считает, что теперь воздержание уже не нужно.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Яшкинӑн куҫӗнче тата ҫамки ҫинче пӑртак шухӑш пурри палӑрать; вӑл темӗн ҫинчен шухӑшлать пулмалла…

В глазах же и на лбу у Яшкина еще заметна кое-какая деятельность; по-видимому, он о чем-то думает…

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

«Мӗнле пулать вара! — тесе шухӑшлать Червяков.

«Какие же тут насмешки? — подумал Червяков.

Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.

«Манса кайнӑ, а хӑйӗн куҫӗсенче вӗчӗ, — тесе шухӑшлать Червяков, генерал еннелле шанмасӑр пӑхса.

«Забыл, а у самого ехидство в глазах, — подумал Червяков, подозрительно поглядывая на генерала.

Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.

Кашниех, Михайлыч, ҫапла шухӑшлать, ӗнен ман сӑмаха.

Вот так, Михайлыч, верь слову, любой и каждый думает!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Иногда Андрей казался Марийке богатырем, она думала об этом серьезно и в такие минуты удивлялась тому, как могла поверить в его смерть среди всего родного, что жило с ним неразделимой жизнью.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫав вӑхӑтранпа Ефим яланах ашшӗ ҫинчен шухӑшлать, ӳкӗнсе ӑшне ҫунтарать, ҫакӑ вара унӑн ахаль те йывӑр та хурлӑхлӑ пурнӑҫне тата ытларах йывӑрлантарнӑ пек туйӑнать.

С той поры Ефим постоянно думал об отце, внутренне казнился перед ним, и это до крайности осложняло его жизнь, и без того, как думалось, канительную и грустную.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Кунта коммунистсен пысӑк мар ушкӑнӗ пулсанччӗ, — шухӑшлать Кондратьев, аллисене пуҫ айне хурса, садри сас-чӗвве итлесе выртнӑ май.

«Тут бы иметь хоть небольшую группу коммунистов, — думал Кондратьев, заложив руки за голову и прислушиваясь к шороху в саду.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурнӑҫра пурте пулма пултарать вӗт-ха: ҫын пӗрин ҫинчен шухӑшлать, пурнӑҫра час-часах йӑлтах урӑххи килсе тухать.

Ведь в жизни бывает всякое: нередко думаешь об одном, а на деле выходит другое.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев шухӑшлать те ӑнланма пултараймасть: мӗнле-ха вӑл, пурнӑҫ пурӑнса курнӑ ҫын, хӑй тунӑ ҫитӗнӳсене ытла пысӑка хурассинчен хӑтӑлса ҫитнӗскер, ҫакӑн пек тӳрлетме ҫук йӑнӑш тума пултарчӗ.

Кондратьев думал и не мог понять, как он, уже немолодой, опытный партийный работник, мог совершить такую ошибку.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗншӗн тесен вӑл пуриншӗн те хыпса ҫунать, ҫывӑрма та, ҫиме те вӑхӑт тупаймасть темелле, халӑх пурнӑҫне мӗнле те пулсан ҫӗклес тесе шухӑшлать.

А потому, что он обо всех печалится, можно сказать, недосыпает и недоедает, да все думает, как бы народ свой возвысить.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed