Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарса (тĕпĕ: танлаштар) more information about the word form can be found here.
Хамӑн хуҫампа танлаштарсан, эпӗ, паллах, ҫын мӗнлине унтан авантарах ӑнланатӑп, ҫавӑнпа та вӑл каласа панӑ ехусен уйрӑмлӑхӗсене хамӑн тата хамӑр ҫӗршыври ҫынсен уйрӑмлӑхӗсемпе ҫӑмӑллӑнах танлаштарса пӑхрӑм.

Я, конечно, гораздо лучше моего хозяина разбирался в человеческой натуре, и потому мне было нетрудно приложить сделанную им характеристику еху к себе самому и к моим соотечественникам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Хам каланисем тӗрӗссине ҫирӗплетес майпа, — тесе малалла тӑсрӗ хӑйӗн сӑмахне ман хуҫа, — эпӗ сирӗн пурнӑҫа, сирӗн йӑласемпе хӑнӑхусене хамӑр ехусен пурнӑҫ йӑлисемпе танлаштарса пӑхрӑм.

Чтобы проверить эти выводы, я сравнил, — продолжал мой хозяин, — ваш образ жизни, ваши обычаи и нравы с образом жизни наших еху.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакнашкал пур енчен те йӗрӗнмелле выльӑхсене ҫынпа танлаштарса пӑхни те ман ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерсе ярать.

Одна мысль о сопоставлении этих гнусных животных с человеком приводила меня тогда в ярость и глубочайшее возмущение.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак выльӑха манпа юнашарах тӑратрӗ те, хуҫипе тарҫи иккӗшӗ те час-часах «еху» сӑмаха каласа; пире тимлесе пӗр-пӗринпе танлаштарса сӑнарӗҫ.

Поставив нас рядом, хозяин и слуга начали внимательно сравнивать нас, после чего несколько раз повторили слово «еху».

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак мелӗн лайӑх енне вӑл питех те ӑслӑ хурт-кӑпшанкӑсен — пыл хурчӗпе эрешмен ӗҫне танлаштарса ҫирӗплетсе парать.

Он оправдывал мне этот способ ссылкой на приемы двух мудрых насекомых — пчелы и паука.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл Василий Георгиевичӑн пит-куҫӗ мӗнле пулнине аса илме тӑрӑшнӑ, Александра Петровна каланӑ сӑмахсене тата ытти вак-тӗвек япаласене аса илсе танлаштарса пӑхнӑ та, ҫав тери хӑрушӑ япала сиксе тухнӑ пек туйӑннӑ, Лена вилет пулӗ е вилнӗ те пулӗ ӗнтӗ, тесе шутлама тытӑннӑ.

Он вспоминал выражение лица Василия Георгиевича, сопоставлял десятки мелких наблюдений, фразы, сказанные Александрой Петровной, и приходил к твёрдому выводу, что положение отчаянное и что Лена умирает, если уже не умерла.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Танлаштарса калани унӑн кӑмӑлне кайрӗ, пулмалла.

Сравнение ему, видимо, понравилось.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тӗрлӗ сӑлтавсене шкула пӗччен вӗсем: хӑшӗсем тантӑшӗсене чӗнме ӗлкереймен, тӗприсене хальччен арҫын ачасем, яланах хапха патӗнче кӗтсе тӑраканскерсем, ӑсататчӗҫ — хальхинче вӗсем класа физика е алгебра задачисен пулӑмӗсене ыттисеннипе танлаштарса пӑхма, васканӑ.

Мало ли отчего оказались они одни: не успели забежать за подружкой; мальчик, который обычно ждет их у ворот, сегодня поспешил оказаться в классе — ему надо сверить ответ в задаче по физике или алгебре.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ку сыпӑкра, Коля Медведев ячӗпе, тӗрлӗ характерсене малалла танлаштарса кӑтартнӑ

В этой главе от имени Коли Медведева продолжается линия сравнительных характеристик

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Епле улшӑннӑ иккен кунти лару-тӑру декабрь уйӑхӗнчипе танлаштарса пӑхсан!

Как изменилась здесь обстановка с декабря!

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр пек маррине вӗсене иккӗшне танлаштарса пӑхсан та лайӑхрах пӗлме пулать, Иван Ивановичӑн ҫыпӑҫуллӑ калаҫас енӗпе ытарайми мелӗ пур.

Лучше всего можно узнать характеры их из сравнения: Иван Иванович имеет необыкновенный дар говорить чрезвычайно приятно.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Сайра хутран вӑл Нюрӑн куҫкӗскийӗ ҫине пӑхса илет — унта вӑл сӗвӗнкеленӗ сӑмса, пӗлтӗрхи курӑк пек ӗнсе сарӑхса кайнӑ куҫхаршисем курать; Костя вара малтанах танлаштарса пӑхать — кам вӑйлӑрах хӗрсе пиҫнӗ-ши: вӑл-ши е Хӗветӗр-ши?

Изредка он заглядывает в Нюрино зеркальце — там показывается облупившийся нос, выгоревшие, как прошлогодняя трава, брови, и Костя заранее прикидывает, кто сильнее загорит: он или Федор.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чул пӳртре Боналарт сӑвӑр пек мӑнтӑрланма пикениччен, Турчӑка Кулине никампах та танлаштарса чӑрманман Виталий.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вара типӗрех сӑмахсемпе каласа кӑтартать, вӗсем ҫумне ҫыпӑҫуллӑ халлапсем, кӗтмен ҫӗртен урӑх япаласемпе танлаштарса илнисем тата тӗрлӗрен шӳтле сӑмахсем пит нумай хуша-хуша хурать:

И рассказывает сухонькими словами, щедро присыпая их прибаутками, неожиданными сравнениями и всяким балагурством:

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл пурне те «Эсӗ» тесе калатчӗ, ҫӑмламас куҫхаршийӗсем айӗнчен пурин ҫине те пӗр пек тӳррӗн ним парӑнмасӑр пӑхатчӗ, пурне те — капитана, буфетчика, пӗрремӗш класри чаплӑ пассажирсене — хӑйпе пӗрле, матроссемпе, буфетри прислугӑпа тата палуба ҫинчи пассажирсемпе пӗр ӗрет пуса танлаштарса тӑратнӑ пекчӗ.

Он всем говорил «ты», смотрел на всех из-под мохнатых бровей одинаково прямо, независимо, и всех — капитана, буфетчика, важных пассажиров первого класса — как бы выравнивал в один ряд с самим собою, с матросами, прислугой буфета и палубными пассажирами.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл иртнине аса илчӗ, ӑна хальхипе танлаштарса пӑхрӗ: ун чухне хавхалану пысӑкрахчӗ, ҫӗнтерӳ часах, ҫӑмӑллӑнах килессе шаннӑччӗ; ун вырӑнне халь, ав, хастарлӑх, ҫирӗплӗх, йывӑр-и е йывӑр мар-и, кирек епле пулсан та, ҫӗнтерес шухӑш-туйӑм ытларах вӗресе тӑрать.

Он вспоминал те дни, сравнивая их с нынешним временем: тогда было больше воодушевления, потому что верилось в быструю и легкую победу, зато теперь больше самоотверженности и решимости бороться до конца, добиться победы, которая, правда, не кажется теперь столь близкой.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑй пӗлнине автоинспекторсем пӗлтернипе танлаштарса пӑхсан, Зубавин кунта уйрӑмлӑх пуррине ҫӑмӑллӑнах тупрӗ.

Сопоставив потом свои данные с данными автоинспекторов, он легко нашел расхождение между ними.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пирӗн Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ ту шӑрчӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхсан, эпир вӗсем ҫӳлӗшӗ, форми енчен пӗр пек пулманнине асӑрхатпӑр.

Если мы будем сравнивать друг с другом различные горные цепи нашей Земли, то убедимся, что далеко не все они имеют одинаковую высоту и одинаковые очертания.

4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫӗр айӗнчен сирпӗнсе тухнӑ сӑрт-ту породи миҫе ҫултине, урӑхла каласан, вӑл хӑҫан пулнине, нумай чухне эпир ӑна шыв тӗпне ларакан чулланчӑклӑ породӑсемпе танлаштарса пӑхса пӗлме пултаратпӑр.

Возраст изверженной горной породы, т. е. время её образования, мы можем во многих случаях узнать, сопоставляя её с осадочными породами, содержащими окаменелости.

3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».

Но я был всю зиму эту в таком тумане, происходившем от наслаждения тем, что я большой и что я comme il faut, что когда мне и приходило в голову: как же держать экзамен? — я сравнивал себя с своими товарищами и думал: «Они же будут держать, а большая часть их еще не comme il faut, стало быть, у меня еще лишнее перед ними преимущество, и я должен выдержать».

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed