Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрттӑнлӑх the word is in our database.
вӑрттӑнлӑх (тĕпĕ: вӑрттӑнлӑх) more information about the word form can be found here.
— Хайхискер хӑй темӗскерле пысӑк вӑрттӑнлӑх пӗлнӗн туйине ҫӳлелле ҫӗклесе пӗлӗтелле кӑтартрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурнӑҫа кӗни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Ку тӗлӗшпе кӑтарту лайӑх пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

— Анчӑк! — темӗнле вӑрттӑнлӑх пӗлтернӗ пек шӑппӑн йыхӑртӑм эпӗ анчӑка.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри округсенчи больницӑсенче тухтӑрсем ҫитменни ура хуни вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ку вӑл — вӑрттӑнлӑх.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: шӑпах ҫавӑн чухне ҫынсем хӑйсене пачах йӳле яраҫҫӗ, вӗсен ырри те, усалли те самантрах тан тапса, е сенкер куҫлӑ тӳпери ылтӑн-кӗмӗл хӗвеллӗн, е ырӑ шӑршлӑн, е вун икӗ пуҫлӑ аҫтахан пек пӗтермӗшле хаяр сӑнлӑн, е усал газ пек пӗрхӗнсе тухать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Колхозра унта мӗн укҫи-пайти, — шаларах путнӑ хӗсӗк хура куҫӗпе айтаса тирӗнчӗ Кӗҫтук Ула Тимӗре, унтан, шӑлне евӗккӗн ейсе, хушма вӑрттӑнлӑх пӗлтернӗ пек пӑшӑл-пӑшӑл «ҫу сӗрсе илчӗ»:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пуҫӗнче Полинаран: «Вӑрттӑнлӑх мар пулсан, хӑш института кӗме заявлени парасшӑн?» — тесе ыйтас шухӑш та мӗлтлетсе илчӗ, анчах ку ыйту савнине килӗшесси пирки иккӗленсе, шухӑша ӑша ҫӑтрӗ те, хӑйсене ӗмӗрлӗхех «пӗр ҫыхха ҫыхӑнма» шӑпа пӳрессе шанӑҫлӑн савакан куҫпа сывпуллашса, ӗҫре пирченнӗ, хытӑрканӑ аллине сӑпайлӑн тӑсрӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинана, темле вӑрттӑнлӑх пӗлме васкакан ӑшӑ куҫӗсене Ула Тимӗр ҫине те ырӑ сунӑмлӑн, ҫепӗҫ кулӑ витӗр ывӑткаласа, тӗрлӗ платьеллӗ хӗртантӑшӗсем кӑпӑр сӑрса илчӗҫ те унпа тем пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата — Полина аллисене пичӗ ҫинчен ҫӗклесе сиренҫи турӗ те куҫ хӳрипе Ула Тимӗр куҫне темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен систернӗн, пуласлӑхран ҫутӑ шанӑҫ кӳрекен таҫти катари-катари пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫути ӳкернӗн витӗрлесе илчӗ, вара, ихӗлтете-ихӗлтете, питне каллех хупларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пирӗн пӗр-пӗринчен вӑрттӑнлӑх ҫук.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ку пирӗн вӑрттӑнлӑх, — ҫемҫен кулса илчӗ каччӑ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл сан пирки: Ваньӑна коммунистсем каланине итлеменшӗн, унта вӑрттӑнлӑх ҫинчен пурне те каланӑшӑн партирен кӑларнӑ, тесе лӑпӑртатса ҫӳрерӗ… — вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса илчӗ те пӗр хушӑ нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ.

И говорил людям, будто тебя выгнали из коммунистов, потому что ты не хотел слушаться и не сохранил тайну. Вот за это тебя будто и выгнали… — Она умолкла, испытующе глядя на сына.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрттӑнлӑх ҫук-ха ун Хветуҫ умӗнче, ырӑ чӗреллӗ пулнишӗн ҫак дояркӑна пуринчен ытларах кӑмӑллать вӑл.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Казаковпа Степанов пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: мӗнле вӑрттӑнлӑх пӗлтересшӗн вӗсене Сергей.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑрттӑнлӑх мана пӗр минут та канӑҫ памӗ, чӗреме кунӗн-ҫӗрӗн кӗве пек кӑшласа тӑрӗ.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кайиччен, сире пӗр вӑрттӑнлӑх пӗлтерсе хӑварасшӑн.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, цифра технологийӗ вӑй илсе пыни вара никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Пӗр вӑрттӑнлӑх, пӗр инкек пулнӑ санӑн пурнӑҫӑнта, никам пӗлмен, никама каламан асап… хуйхӑ…

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed