Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Карта ӑшӗнче вӗллесемсӗр пуҫне шӗшкӗрен тунӑ пысӑках мар хӳшӗ ларатчӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Унсӑр пуҫне пиртен самаях аслӑ Гена Григорьевӑн (ҫамрӑк офицерӑн) спортра тунӑ ҫитӗнӗвӗсем те кӗрет тӗслӗхчӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Астӑватӑп: ҫу вӑхӑтӗнче атте-анне пире, ачасене, часчасах кас ҫыннисем патне ҫурт тунӑ ҫӗре мӗнпе те пулин пулӑшма яратчӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Малтан мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех шӑл формине турӗ те, варрине хурҫӑ спица хурса шӑл тӗпӗпе гипсран тунӑ татӑка (пушшех те ҫирӗп пултӑр тесе) ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарчӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫынсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ чухне сӑмахӗсем ҫеҫ темӗнле шӑхӑрса тухнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Иккӗшӗ пӗрле пулнӑ вӑхӑчӗсене аса илсе Донжуан хӑйӗн кашни сӑмахне, Лотта каланисене, вӑл ӑнсӑртран тунӑ хусканусене, туйӑмӗсене хакланӑ хыҫҫӑн чӗринче иккӗленӳллӗ шухӑшсем ҫурала пуҫларӗҫ…

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хамшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн кӑнтӑрлахи апат ҫиес терӗм.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Каярах ҫеҫ пӗлтӗм: 206 номерлӗ пӳлӗм вӑл семинар ирттермелли пӳлӗм, 2-06 номерлӗ аудитори — ятарласа лекцисем ирттерме тунӑ пӳлӗм пулнӑ иккен.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ун шучӗпе вӑл паян маттур, амӑшӗ хушнине пурне те тунӑ — амӑшӗ ӑна хытӑ аллипе кӑна мар, сӑмахпа та лӑпкамалла.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

— Атя, Куля, кӑтарт кун ҫутипе тунӑ хӑвӑн ӗҫне, — таҫтан шалтан тухакан сассипе калаҫрӗ амӑшӗ пахчана утнӑ май.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Колхозсем тунӑ вӑхӑтра ҫуралчӗ ҫак пепке.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Хӑмаран тунӑ йывӑҫ пӑшалсемпе кӗрт айӗнче траншея тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Атте вара килте иксӗмӗр тӗрлӗ ӗҫе пӗрле тунӑ чух мана яланах ҫав вӑкӑр-учитель пирки, хӑйӗн кун-ҫулӗн уттипе пӗр килтерсе, сӑн-питне ҫуталтарса хавассӑн каласа кӑтартатчӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Маттур йӗкӗт ӗмӗтленнӗ ҫулпала савӑнсах кайма кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӳртре уяв ерипен аталанса пырать, килте тунӑ хӑватлӑ «шерпет» пурин кӑмӑлне те ҫемҫетет, калаҫтарать, савӑнтарать…

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӑнсӑртран — кӗмсӗрт тивӗҫлӗ мар ӗҫ тунӑ шӑпӑрлансене вӑхӑтра хӑтӑрса илме те манмалла мар, — терӗ шкул директорӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Виталий пахчара ашшӗ, Алексей Михайлович, тунӑ юман пураллӑ ҫӑл патне пырса пӗр витре шыв ӑсрӗ те шӑллӗпе пӗрле тунӑ хӳтлӗх хыҫне тӑрса ӑна хӑй тӑрӑх ячӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Райӗҫтӑвкомӗн вӗрентӳ пайӗ хыр пӗренисенчен тунӑ икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмне хытарнӑ, ачисемшӗн пурӑнма, вӗсемшӗн тӑрӑшма тупа тунӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed