Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмса the word is in our database.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) more information about the word form can be found here.
Пробатов ним чӗнмесӗр Дымшаков ҫине пӑхса илчӗ, ытларах та ытларах тӗксӗмленсе пычӗ, унӑн куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ патнелле туртӑнчӗҫ.

Пробатов молча покосился на Дымшакова, все более мрачнея и сводя к переносью брови.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ Корней умӗнче ҫӳлӗ те тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, анчах пӑхма ҫамрӑк сӑнлӑ ҫын сӑмса тутрипе пит-куҫне шӑлса тӑрать.

Сейчас перед Корнеем стоял и вытирал платком голову и шею высокий подтянутый человек — седой как лунь, но еще моложавый.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ мана халех ан намӑслантар-ха, — сиввӗн ответлерӗ Егор, унӑн сӑмса шӑтӑкӗсем саралчӗҫ.

— Ты мою совесть пока не трожь, — помрачнев, ответил Егор, раздувая ноздри.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл каллех кулса ячӗ, анчах халӗ йӑвашшӑн та кӑмӑллӑн кулчӗ, унӑн пуҫӗ тӗлӗнче сарлака сӑмса шӑтӑкӗнчен кӑларса янӑ тӗтӗм ҫӗкленчӗ, вӑл, лампӑ ҫутине тӗксӗмлетсе, нумайччен сывлӑшра чӳхенсе тӑчӗ.

Он снова засмеялся, но миролюбиво и душевно, над головой его вырос пущенный из широких ноздрей куст дыма и долго качался в воздухе, затеняя свет лампы.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн те пулин шӑршланӑ пек, сывлӑша пысӑк сӑмса шӑтӑкӗсемпе туртса, мӑкӑр ҫамки ҫине ир кӑвакарнӑ хӗрлӗ ҫӳҫӗн кӑтрисене кӑларса, Дымшаков кепкине вӑрт хывса пӑрахрӗ те, вӗсем Корнейпе темиҫе ҫул мар, пӗр икӗ-виҫӗ кун ҫеҫ курман пек лӑпкӑн сӑмах хушрӗ:

Втянув крупными ноздрями воздух, как бы принюхиваясь к чему-то, Дымшаков бросил наотмашь кепку, выпустив на бугристый лоб рыжие, рано поседевшие кудри, и сказал с будничным спокойствием, точно они не виделись с Корнеем не несколько лет, а каких-нибудь два-три дня:

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней нимӗн те тавӑрса каламарӗ — ҫаплах пӗкӗрӗлсе, чикарккине тутисемпе хӗстерсе ларчӗ; чикарккӑ, ялкӑша-ялкӑша илсе, сайра хутра унӑн кӑвакара пуҫланӑ хура сухалне, сӑмса кӑкӗ патнелле ҫитнӗ ҫӑра куҫ харшисене ҫутатрӗ.

Корней ничего не ответил — сидел, все так же сгорбившись, сжав губами цигарку; короткими вспышками она изредка освещала его черную с проседью бороду, сдвинутые к переносью густые брови.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…

Мягкий и теплый свет падал на крыши изб, жарко вспыхивал в окнах; в оголенных ветвях тополиной рощи чернели опустевшие гнезда грачей; было слышно, как бабы ласково, нараспев зазывали скотину — в вечернем воздухе ясно и далеко разносились их голоса; с утробной тоской мычали коровы, плаксиво блеяли овцы, пощипывало ноздри знакомым с детства запахом дыма, горьковатой навозной прели.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр-пӗр ханттарӗ клемине кӑтартма ыйтать пулсан, — тӳрех сӑмса урлӑ янклаттарса яр!

А ежели какой настырный попадется и будет лезть и пытать, где проба, — бей того прямо в морду!

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.

Это Дуняшкины смуглые пальцы вышивали ярким гарусом подаренный Мишке кисет, это она, потаясь родных, принесла ему зимой перчатки дымчатого козьего пуха, это некогда принадлежавшую Дуняшке расшитую утирку бережно хранил в грудном кармане солдатской гимнастерки Кошевой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗске сӑмса ҫунаттисене выҫӑхса ҫитнӗ пек вылятса, Прохор мухмӑр-сухмӑрлӑ йывӑр пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.

Жадно шевельнув куцыми ноздрями, Прохор приподнял тяжелую голову.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмса умӗнчине те курма пултараймастпӑр!

И дальше своего носа ничего зрить не можем!

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку та ҫын пуҫне пӗрер турамлӑх ҫитет… — терӗ вахмистр, йӗп-йӗпе тарлӑ ҫамкине хӗрлӗ сӑмса тутрипе шӑлнӑ май урине йӗнер пӗкечи урлӑ йывӑррӑн илсе.

Да по куску на человека и этого хватит растянуть… — говорил вахмистр-конвоир, сгребая красной утиркой обильный пот со лба, тяжело перенося ногу через седельную луку.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, пысӑк шӑмӑллӑ аллипе йӗнер йӑранинчен ярса тытса, урса кайнӑ вахмистра йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарма тӑчӗ, анчах хӗҫӗн вирлӗн пырса тивнӗ мӑка енӗ ӑна ҫӗрелле ывтӑнарса ячӗ, ҫӑвара чыхӑнтарса антӑхтаракан, мамӑк пек ҫемҫе те тӑварсӑр тусан пашласа кӗчӗ, сӑмса шӑтӑкӗпе хӑлхасенчен, ӳте пӗҫертсе, юн палкаса анчӗ…

Иван Алексеевич схватился своей мослаковатой рукой за стремя, хотел рвануть с седла озверевшего вахмистра, но удар тупяком шашки опрокинул его на землю, в рот поползла удушливая ворсистая, пресная пыль, из носа и ушей, обжигая, хлестнула кровь.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Богатырев кӑшӑлӗ ҫинче нумай пулмасть офицер кокардине вӑтӑрса илнӗ йӗр юлнӑ симӗс карттусне сӗтел ҫине пӑрахрӗ, яп-яка хыртарнӑ пуҫӗпе хӗрелсе-хӑмӑрланса кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне вараланчӑк сӑмса тутрипе шӑлса, хӗрхеннӗ пекрех кулса илчӗ:

Богатырев кинул на стол защитную фуражку с живым следом недавно сорванной с околыша офицерской кокарды и, вытирая грязным носовым платком голо остриженную голову, пот на побуревшем лице, скуповато улыбнулся:

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья, ӑшшӑн кулкаласа, ӑна тӗрленӗ сӑмса тутрипе сӗлтрӗ, унтан тутӑрне ҫавӑнтах алла пуҫтарса тытрӗ те тути ҫумне, ҫӗр ҫывӑрманнипе тӗксӗмленнӗ куҫ лупашкисем ҫумне пӑчӑртарӗ…

Аксинья, улыбаясь, махнула ему расшитой утиркой и сейчас же скомкала ее, прижала ко рту, к потемневшим от бессонной ночи глазницам…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмсем ӳлесе йӗрчӗҫ, макӑрса хӗрелнӗ куҫӗсене явлӑксен, шаль тутӑрсен вӗҫӗсемпе шӑлчӗҫ, нӑшлата-нӑшлата, аялтан тӑхӑнакан юбка аркисем ҫине сӑмса шӑнкартрӗҫ…

Бабы ревели, вытирали заплаканные глаза кончиками головных платков и шалек, сморкались в подолы исподних юбок…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫырмаран упаленсе хӑпарма тытӑнтӑм та, халӗ те астӑватӑп, сӑмса айӗнченех темӗнле кайӑк пӑрр! вӗҫсе тухса тарчӗ.

Из оврага стал выползать, помню, как шарахнет у меня из-под носа какая-то птица.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кукӑртса чутланӑ пек курпун сӑмсаллӑ Георгидзе, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, сӑмса шӑтӑкӗсене хускатса илчӗ.

Георгадзе крутил ус, шевелил ноздрей круто горбатого, как стесанного, носа.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчахрах хырӑннӑ кӗре пичӗ ҫинче, сӑмса сыппи тӗлӗнче, кӗске ҫӑмлӑ, сарлака хура куҫ харшисем хиврен тӑрмакланса пӗрлешеҫҫӗ.

На смуглом свежевыбритом лице куцые широкие черные брови разлаписто и властно сходились у переносицы.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле тытас теместӗн? — сӑмса ҫунаттисене сиккелентерсе ыйтрӗ Григорий.

— Как это не хочешь? — шевеля ноздрями, спросил Григорий.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed