Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) more information about the word form can be found here.
Вӗсен ури ҫинче эпӗ пирӗн натуралистсен шучӗпе шӑнасене мачча ҫинче ирӗклӗн утса ҫӳреме пулӑшакан ҫилӗм пек япалана кураттӑм.

А на их лапках я замечал следы того липкого вещества, которое, по словам наших натуралистов, позволяет этим насекомым свободно гулять по потолку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман ҫинчен тӗрлӗрен хыпар ҫӳренине илтсен, ҫывӑхри улпутсем пӗрмаях хуҫа патне тӗлӗнмелле япалана курма пыратчӗҫ.

Соседние дворяне, наслышавшись обо мне, постоянно приезжали к хозяину посмотреть на диковину.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗр-пӗр япалана пӳрнепе тӗллесе кӑтартаттӑм, вӑл мана ун ятне хӑйсен чӗлхипе калатчӗ.

Я пальцем указывал на какой-нибудь предмет, а она называла его.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Тӑватӑ крона тӑракан япалана хам аллӑмсемпе ҫапса ватас-и ман?!

— Своими руками расколоть предмет стоимостью в четыре кроны!

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ пушмакпа чӑлхана хыврӑм та, шывра икҫӗр е виҫҫӗр ярд утса кайсан, ҫав япалана прилив илсе килнине куртӑм.

Я снял башмаки и чулки и, пройдя вброд около двухсот или трехсот ярдов, увидел, что прилив несет предмет к берегу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ҫак япалана хӑйӗн оракулӗ тет, тата вӑл ун пурнӑҫӗнче кашни утӑмрах мӗн тумаллине кӑтартса парать, тет.

Этот предмет он называет своим оракулом и говорит, что он указывает время каждого шага его жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӑмӑрӑн ҫак енче темле тӗлӗнмелле паллӑсем курсан, эпир вӗсене тӗксе пӑхма хӑтлантӑмӑр; пирӗн пӳрнесем ҫав витӗр курӑнакан япалана перӗнчӗҫ.

Заметя на этой стороне шара какие-то странные знаки, мы попробовали прикоснуться к ним; наши пальцы уперлись в это прозрачное вещество.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн, 1883-мӗш ҫулта, Максим ҫар специалисчӗсене халӗ эпир Максим пулемечӗ текен япалана кӑтартнӑ.

Через год работы, в 1883 году, Максим показал военным специалистам то, что теперь называют пулеметом Максима.

Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Тивертес текен япалана лайӑх курмалла пултӑр тесе снайпер винтовки ҫумне затвор ҫине аякран кӑтартакан трубка вырнаҫтарса лартнӑ.

Чтобы стрелок мог лучше видеть цель, на снайперской винтовке над затвором устанавливается зрительная труба.

Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Питӗ лайӑх перекенсем хӑйсем тивертес тенӗ япалана пин метртан е пин те пилӗкҫӗр метртан та тивертеҫҫӗ.

Сверхотличные же стрелки попадают в цель на расстоянии в тысячу и даже в тысячу пятьсот метров.

Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Пуля, япалана питӗ нумай шӑтарса кӗме пултарать.

Пробивная сила пули огромна.

Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑракан япалана сывлӑша ывӑтса ярсан, вал тӳрӗ вӗҫет.

Быстрое вращение придает устойчивость брошенному предмету.

Винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вутпа перекен палицӑсен чултан тунӑ пульлисем япалана ытла хытах пырса тивмен.

Каменные пули огневых палиц наносили слабые удары.

Пуля тата тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Анчах тар япалана питех те аякка сирпӗнтерсе яма пултарнӑ.

Но в порохе таилась огромная метательная сила.

Авалхи хӗҫпӑшал тата вутпа перекен пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Алӑсене хӳтӗлеме тунӑ япалана алӑ витти тенӗ.

Средство для защиты рук называлось наручи.

Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫапла япалана аякка ывӑтмалли ҫӗнӗ хатӗр пулса тӑнӑ.

Получилось новое метательное оружие.

Арбалет // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Анчах кун пек аякка кайсан, вӑл ҫынна вӗлерме пултараймасть, япалана майпен ҫеҫ пырса ҫапӑнать.

Но на таком расстоянии она уже теряла свою смертоносную силу и делалась безвредной.

Арбалет // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫаврӑнакан ӳхӗ йӗппи кутӑн-пуҫӑн кайман, тӳрӗ кайнӑ, япалана яланах ҫивӗч вӗҫӗпе пырса тӑрӑннӑ.

Вертящаяся стрела совсем не кувыркалась и всегда попадала в цель острием.

Вӑтам ӗмӗрсенчи ухӑ тӑвакансем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӑл япалана хӑяккӑн пырса ҫапӑннӑ, сывлӑшра кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрӑннӑ!

Иногда она ударяла в цель боком, а то и вовсе кувыркалась.

Вӑтам ӗмӗрсенчи ухӑ тӑвакансем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Апла пулсан, ухӑ текен япалана этем тахҫан авалах шутласа кӑларнӑ.

Значит, лук — очень древнее изобретение.

Ухӑпа ухӑ йӗппи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed