Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Унта ак мӗн пулса иртнӗ; Франгов «Право» хаҫатра Австрийӗн Хӗвелтухӑҫӗнчи политики пирки статья вуланӑ чух «Dranq nach Osten», тенӗ сӑмах патне ҫитнӗ те такӑннӑ, Иванчо Йота ӑна «драг наш остен» — «пирӗн хаклӑ Остен», тенине пӗлтерет тесе ӑнлантарчӗ.

Дело было так: читая в газете «Право» статью об австрийской политике на Востоке, Франгов запнулся на фразе «Drang nach Osten», а Иванчо Йота объяснил, что эти слова означают: «Друг наш Остен».

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтанласа вӑл иртнӗ кӗркуннех пулса иртрӗ-ха.

Сначала это было прошлой осенью.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ вӑхӑтра Марко шухӑшӗнче самай улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

За последнее время в миросозерцании и убеждениях Марко Иванова произошел весьма заметный перелом.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле пурӑннине те ыйтса пӗлмерӗм-ҫке, — ҫак иртнӗ уйӑхсем мана калама ҫук вӑрӑм пек те вӗҫӗмсӗр пек туйӑнчӗҫ, — эс мӗн-мӗн чӑтса ирттернине те ыйтса пӗлмерӗм!

Даже не спросила, как ты провел эти долгие месяцы, — мне они казались такими страшными и бесконечными, — не спросила, что ты пережил!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсен ирӗклӗх юхӑмӗнчен пӗрре те аякра тӑман манахсем; вӗсенчен пӗри ак иртнӗ кунсенче кӑна хамӑр комитета присяга тӑратрӗ.

Монахи никогда не стояли в стороне, от болгарского освободительного движения; один из них на днях привел к присяге наш комитет.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ тияккӑн ахаль те ытла шӑппӑн пусса утать-ха, вӑл иртнӗ чух чи сисӗмлӗ кайӑк та — хур та ури сассине илтсе юлас ҫук…

Впрочем, дьякон ступал так тихо, что даже гуси, эти чуткие птицы, не пошевельнулись, когда он проходил мимо…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хальхинче вӑл сире тӗрӗссинех каланӑ, — терӗ вара Огнянов, комитет членӗсене паян вӑл хӑй мӗн курни-пӗлнине каласа пама ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, Карнарти трактирте пулса иртнӗ пӗчӗк ӗҫ ҫинчен ҫеҫ асӑнма манса кайнӑччӗ.

— Нет, он вам сказал правду, — проговорил Огнянов, который сегодня, рассказывая членам комитета о своих приключениях, позабыл упомянуть о незначительном случае на Карнарском постоялом дворе.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӑтранчӑк ҫырма урлӑ чӗркуҫҫи таран шыва путса каҫрӗ, шывӗ тилӗрсе юхатчӗ ӗнтӗ, урам варрипе иртнӗ чух сивӗ ҫил касса вӗрчӗ, ҫумӑр пите ҫапса ҫӑвать.

Она перешла, в воде по колено, через мутный ручей, внезапно превратившийся в бурный поток, и пошла дальше по площади навстречу ветру и дождю, хлеставшим ее по лицу.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ кунта иртнӗ кунсенче кӑна килтӗм те, анчах пурин ҫинчен те Кириякран ытларах пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Заманов.

— Я здесь лишь несколько дней, но знаю обо всем этом больше Кириака, — отозвался Заманов.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунсенче килне таврӑннӑ.

На днях приехал домой.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Энтри кунӗ пулса иртнӗ ӗҫсем Бяла Черквари канӑҫлӑ пурнӑҫа тӗпренех хускатса ячӗҫ.

События, разыгравшиеся в андреев день, всколыхнули до основания мирную жизнь Бяла-Черквы.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ эрнере те пирӗн пата иккӗшне ертсе килнӗччӗ, — каласа хучӗ аптранӑ хуҫа арӑмӗ.

На прошлой неделе тоже привели к нам двоих, — причитала хозяйка.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун сӑмахӗнче тӗрӗсӗ ҫукки Огнянова палӑрсах тӑчӗ: Рачко малтан ҫак трактире ҫулталӑк ҫурӑ тытатӑп тесеччӗ, Левский вилнӗрен вара виҫӗ ҫул та иртнӗ.

В его словах Огнянов заметил явное противоречие: Рачко говорил, что держит этот постоялый двор года полтора, а Левский погиб три года назад.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ӑна куҫ сиктерми пӑхса тӑчӗ пулин те, шухӑшӗ хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнипе ҫыхӑнчӗ.

Огнянов не мог оторвать глаз от парящей в высоте птицы, но мысли его витали в глубинах прошлого.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗрӗкне уртса янӑ ӗнтӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартнӑ, хамӑр ҫумранах иртнӗ пулсан та, эпир палласа илеймесӗр юлнӑ, — терӗ полицейски.

Напялил на себя кожух, а шапку надвинул на глаза, вот мы его и не узнали, когда он проходил мимо, — говорил полицейский.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунсенче ӑна онбаши Эмексиз йыттипе мӗн пулса иртнине каласа панӑччӗ, вӑл ҫавна та асне илчӗ.

Он вспомнил о случае с гончей Эмексиза, о котором ему как-то рассказывал онбаши.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халӑхӑн темле йӑли ҫак, — каласа хучӗ Недкович, — иртнӗ эрнере ҫакӑнта хальхи пекех пӗр мӑшӑра минчет турӗҫ.

— Своеобразный народный обычай, — проговорил Недкович, — в позапрошлое воскресенье здесь таким же образом обвенчали другую пару.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунсенче ҫав Милка пирки юрӑ та хыврӗҫ.

Недавно о Милке и песню сложили.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн пулса тӑчӗ-ха иртнӗ кунсенче?

А что было на днях?

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов иртнӗ кунсенчех Огнянова хирӗҫ ҫынсене хӗтӗртетчӗ-ха, элек-сӗлек те саратчӗ, уссине кӑна кураймарӗ, — Огнянов, кирек хӑҫан та ҫӗнтерӳллӗн тухса, ҫын куҫӗ умӗнче тата хисеплӗреххӗн курӑнчӗ.

Стефчов уже давно по мелочам интриговал против Огнянова и клеветал на него, но это не помогало, — Огнянов всегда выходил победителем и еще больше вырастал в глазах людей.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed